20 декабря 2011 г.
Тăрмăш шкулĕнче вĕреннĕ чухне пĕр тăван Семеновсем – Семенпа Сергей – кĕрешÿ секцине çÿретчĕç, республикăри ăмăртусене те ăнăçлах хутшăнатчĕç. Унтан пиччĕшĕпе шăллĕ хулана вĕренме кайрĕç, анчах спорта пăрахмарĕç, унта та кĕрешес ăсталăха ÿстерсех пыраççĕ.
Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар хулинче республикăри дзюдо ăмăртăвĕсем пулчĕç. Шкул команди тĕрлĕ сăлтавсене пула унта хутшăнаймарĕ. Çавна май хулара вĕренекен Семеновсене шăнкăравларăм та, вĕсем хаваспах килĕшрĕç район чысне хÿтĕлеме.
Иккĕшĕ те пĕр виçе категорийĕнче – 60 килограмран йывăр мар атлетсем хушшинче ăмăртнă. Сергей пĕрин хыççăн теприне çĕнтерсе финала çитнĕ. Анчах унта хăйшĕн кÿренмелле йăнăш туса хунă, сопернике, самбори пек, ураран ярса тытнă. Дзюдора вара хирĕç кĕрешекене пилĕкрен аяларах тытма юрамасть. Тытакана тÿрех çухату тÿснĕ тесе шутлаççĕ. Çапла Сергей Семенов 2-мĕш вырăна тăрса юлнă. Ку та пысăк çитĕнÿ Сергейшĕн. Спортсменăн малашлăхĕ çук мар. Çак ăмăртусенчех Семен Семенов 5–6 вырăнсене пайланă. Маттур çамрăксене малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем сунар.
Источник: "Ял ĕçченĕ"