Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирвайхи стартсем

20 декабря 2011 г.

Иртнĕ шăмат кун районти йĕлтĕрçĕсем хĕллехи сезона уçрĕç: 18–34 çулхи арçынсем хушшинче Денис Иварбеевпа Семен Нилов (иккĕшĕ те Элпуç ял тăрăхĕ), Артем Егоров (Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕ), хĕрарăмсем хушшинче Надежда Максимова (социаллă тивĕçтерÿ центрĕ), Анастасия Степанова (Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕ), Инесса Нилова (Элпуç ял тăрăхĕ) мала тухрĕç.
35–44 çулхисем хушшинче Алина Никифорова (Элпуç шкулĕ), Нина Максимова (Тăрмăш шкулĕ), Марина Сорокина (Тăвай шкулĕ), Николай Алексеев (Тăрмăш), Федор Максимов (Элпуç шкулĕ), Алексей Николаев (полици уйрăмĕ) палăрчĕç.
45–54 çулхисем хушшинче Павел Романов (Пуянкасси шкулĕ), Ипполит Степанов (Пуянкасси ял тăрăхĕ) тата Виталий Яковлев (Тушкил шкулĕ) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Çак ÿсĕмрех хĕрарăмсем хушшинче Т.Николаева (Элпуç шкулĕ), Л.Павлова (Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕ), Е.Емельянова (Тушкил шкулĕ) мала тухрĕç.
55 çултан аслăрах йĕлтĕрçĕсем хушшинче Федор Григорьева (Енĕш Нăрваш), Валерий Афанасьева (Тăрмăш), Виктор Шамбулина (Чутей) тата Тушкил шкулĕнчи Нина Филиппована палăртмалла.
Шкулсенче ĕçлекенсем хушшинче Элпуç, Тăрмăш, Тушкил, вĕренекенсем хушшинче Тăрмăш, Элпуç, Тушкил шкулĕсен командисем малти вырăнсем йышăнчĕç.
10–11 классенче вĕренекенсем хушшинче хĕллехи сезона Надя Гавриловапа Анна Гаврилова (Элпуç шкулĕ), Екатерина Токмакова (Тушкил шкулĕ), Денис Соркин (Элпуç шкулĕ), Александр Медведевпа Максим Исаев (Тушкил шкулĕ) тантăшĕсенчен ăнăçлăрах хатĕрленни курăнчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика