02 декабря 2011 г.
Тăвай шкулĕнчи 4 вĕрентекенпе 40 ача “Раççейĕн ылтăн унки” (”Золотое кольцо России”) автобус маршручĕпе çул çÿревре пулнă.
Хамăрăн аслă çĕр-шывăн авалхи хулисене курас тĕллевпе чи малтан Суздале çитрĕмĕр. Кремльте, икĕ мăнастирте, музейра пултăмăр. Унти Кремль, ал çырăвĕсенче палăртса хăварнă тăрăх, 1024 çултанпа шутланса тăрать. Спасо–Евфимиев мăнастирĕ вара – пирĕн культурăн чи хаклă пуянлăхĕ. Пукрав мăнастирĕ паянхи кунччен те ĕçлет. Йывăç зодчествин музейĕ хăйĕн аваллăхĕпе, илемлĕхĕпе тыткăнларĕ. Вăл вырăс салин архитектурипе çеç мар, хресченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе паллаштарать.
Владимир хулинче 12 ĕмĕртен сыхланса юлнă палăк чылай. Ылтăн хапха (Золотые ворота) архитектури куçа тыткăнлать. Дмитриев соборĕ тĕлĕнмелле хитре, чаплă. Успени соборĕ Андрей Рублевăн фрескисен (шывпа ирĕлтернĕ краскăпа стена çинчи штукатурка çине çырнă ÿкерчĕксем) коллекцийĕпе пуян.
Боголюбовăра хĕрарăмсен мăнастирне кĕрсе куртăмăр. Тĕлĕнмелли унта та нумай. Ку мăнастир 13 ĕмĕрте арканнă шурă чул хула вырăнĕнче çĕкленнĕ. Унăн никĕсне 12 ĕмĕрте Андрей Боголюбский, Юрий Долгорукий ывăлĕ, хунă. Нерли шывĕ çинчи Пукрав чиркĕвĕ тĕнчипе паллă шедевр, Владимир ăстисен пултарулăх тÿпи.
Авалхи стенасем, чиркÿсемпе соборсем пире иртнĕ вăхăт, Раççей патшалăхĕн чаплă çĕнтерĕвĕсем, ăста экскурсоводсем Раççей историйĕнче чăн пулса иртнĕ ĕçсем çинчен чылай каласа пачĕç.
Ку экскурси пур ÿсĕмри çынсемшĕн те кăсăклă, илĕртÿллĕ. Çапла майпа эпир Тăван çĕр-шыв историйĕ, культури, тĕнĕ, йăли-йĕрки çинчен чылай пĕлме пултартăмăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"