02 декабря 2011 г.
Пенза – пысăк та хитре хула. Паллă çынсем те пурăнаççĕ унта, тĕрлĕ палăксем пур. Семинарсем, пултаруллă ачасен вĕренĕвне, аталанăвне тĕпе хуракан тĕл пулусем иртеççĕ хулара.
Пензăна çитсе курнă телейлĕ ачасенчен пĕри – эпĕ, 8 “а” класри Марина Хунтерова. Тăвайри вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен А.Александров (10 “б”), В.Николаев, З.Ширяева (иккĕшĕ те 8 “а” кл.), В.Григорьева (9 “а”) тата эпĕ Пензăри “Çăлтăр” лагерьте виçĕ эрнене яхăн вĕрентĕмĕр, кантăмăр. Хăтлă 7 корпус, унти ытарайми вырăн хăйĕн илемĕпе тыткăна илчĕç. Пĕрремĕш кун паллашупа пуçланчĕ. Челябинск, Кавказ, Северск, Зареченск хулисенчен тата Раççейри ытти кĕтесрен пуçтарăннă чи пултаруллă ачасем.
“Канашран тухсан чăваш чĕлхи кирлĕ мар”, – текен ăнлав пире валли маррине эпир кунта питĕ лайăх ăнланса илтĕмĕр. Хамăр хушăмăрта чăвашла калаçаттăмăр, ыттисем вара итлетчĕç. “Икĕ чĕлхе – икĕ ăс”, – тенине те асрах тытаттăмăр. Зареченск ачисен калаçăвĕнче эпир диалект уйрăмлăхĕсене те тупса палăртма пултартăмăр.
Кашни вĕренÿ занятийĕнченех çĕннине нумай пĕлтĕмĕр. Уроксенчен çеç мар, тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсенчен те хавхаланулăх чылай илтĕмĕр. Лагерьте пулнă хыççăн манăн пур предмета та юратса, кăсăкланса вĕренес туйăм çуралчĕ. Тĕрлĕ наука вăрттăнлăхĕсене уçма пире вĕрентекенсем пулăшса пычĕç. “Çăлтăр” лагерь тĕнчери пур ачана та пĕрлештерчĕ, туслăха хаклама вĕрентрĕ, пурнăçра пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарчĕ.
Чаплă лагерьте канма май туса панăшăн хамăр шкул директорне В.Кирилловăна, класс ертÿçине А.Михайловăна, атте-аннене тав сăмахĕ калас килет. Вĕсен шанчăкне тÿрре кăларас тесе пирĕн тата тăрăшарах вĕренмелле.

Источник: "Ял ĕçченĕ"