Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттуртан та маттур пирĕн кадетсем

29 ноября 2011 г.

Тăвайри вăтам шкул кадечĕсен команди Пĕтĕм Раççейри çамрăк патриотсен слетне хутшăнса Чăваш республикин чысне хÿтĕлерĕ.
Раççей Федерацийĕн 20 субъектĕнчен пынă 25 команда хушшинче (Тутар, Удмурт Республикисем, Красноярск, Байкал леш енĕ, Алтай крайĕсем, Ханты–Манси автономи округĕ, Кемĕр, Тула, Липецк, Мускав, Новосибирск, Томск, Оренбург, Рязань, Самар облаçĕсем, Мурманск, Воронеж, Калининград, Курск хулисем) Тăвай кадечĕсем 4-мĕш вырăн йышăнни питех те сумлă. Ку çеç-и? Уйрăм конкурссемпе ăмăртусенче тăвайсем пĕр хутчен çеç мар чи пултаруллисен ретне тăма пултарчĕç, дипломсемпе грамотăсем, Тав хучĕсем, парнесем çĕнсе илчĕç. Сăмахран, пневматикăлла винтовкăран перессипе Инесса Михайлова çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, Андрей Турханов Калашников автоматне салатса пуçтарассипе 2-мĕш, магазина авăрлассипе 3-мĕш, çавсемпех Юлия Чернова 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. “Огневая подготовка” номинацире Тăвай кадечĕсемпе тан тупăшакансем пулмарĕç. РФ Спортпа туризм тата çамрăксен политикин министерстви, Курск облаçĕн администрацийĕ Тăвайри вăтам шкул кадечĕсен командине Пĕтĕм Раççейри çамрăк патриотсен слетне хастар хутшăннăшăн, Тăвайри вăтам шкул директорне В.Кириллована слета йĕркелеме пулăшнăшăн, çамрăк ăрăва ăс-хакăлпа йĕрке-тирпей тата патриотла воспитани парас ĕçе тÿпе хывнăшăн Тав хучĕсем панă.
Шкул дирекцийĕ, ашшĕ-амăшĕсем кадетсене слета хутшăнма укçа-тенкĕ тупса панăшăн район администрацийĕн пуçлăхне Ю.Васильева чĕререн тав тăваççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика