Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççейри конкурсра çĕнтернĕ

22 ноября 2011 г.

Тăвай ялĕнчи Мир урамĕнче пурăнакан Антоновсен çемйине Мускав хулинчен ырă хыпар килнĕ. Космоса пуçласа çын вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалланă пĕтĕм Раççейри наукăпа техника куравĕнче (“Аэрокосмос техники” номинацире) Екатерина Михайловнапа Игорь Геннадиевичăн ывăлĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Саша Тăвайри вăтам шкулта 8 “а” класра пĕлÿ пухать, лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Ача-пăча творчествине аталантаракан центрти “Техникăна конструкцилесси тата модельсем тăвасси” ятлă кружока юратса çÿрет вĕренекен. Хăйĕн малашлăхĕн тĕллевĕсене тупнă вăл кунта, виççĕмĕш çул тĕрлĕ модельсем тăвассипе тимлет. А.Г.Николаев космонавта халалланă районти тата республикăри конкурссемпе техника творчествин ăмăртăвĕсенче, вĕренекенсен VII тата VIII спартакиадисенче темиçе хутчен пĕрремĕш вырăна тухнă Саша. Асăннă кружокăн старости шутланать. Хут çĕленсем, хупă пÿлĕмре вĕçекен аппаратсем тăвассипе палăрнă Тăвайри вăтам шкулта вĕренекен. Республикăри çамрăк космонавтсен конкурсĕнчен те çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăннă.

Ăна ку ĕçре хушма пĕлÿ преподавателĕ Владислав Всеволодович Моисеев пулăшса пырать. “Салют–6” станцин ĕçлекен модельне ăсталанă А.Антонов хăйĕн вĕрентекенĕпе пĕрле. Раççейри конкурса хутшăнма тивĕçлĕ пулнă, пысăк çитĕнÿ тунă. Екатерина Михайловнапа Игорь Геннадиевич хăйсен ывăлне çавнашкал кăсăклă япаласем тума хавхалантарса пынăшăн В.Моисеев вĕрентекене тав тăваççĕ, çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем сунаççĕ. Маттур, Саша! Тăвайри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухма, тата чаплăрах модельсем ăсталама сунатпăр сана. Сăмах май каласан, унăн аппăшĕ, Полина, Чăваш патшалăх университетĕнчи строительство факультетĕнче 4 курсра вĕренет.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика