Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăклăх – çивĕч, опыт – паха

28 октября 2011 г.

“Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн, наркотиксене хирĕç”, акцие хутшăнса Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче çулленех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Нумаях пулмасть баскетболла выляссипе хĕрÿ ăмăртусем вĕçленчĕç.
5–8 классем хушшинче малти вырăна 8-мĕшсем тухрĕç. 9–11 классем хушшинче хĕрсен ăмăртăвĕнче 10, 11 классем, яшсен ăмăртăвĕнче 9-мĕшсем çĕнтерчĕç.
Чи нумай мечĕк кĕртекенсене те грамотăсемпе палăртнă. Вĕсен шутĕнче Алиса Федотова (5 кл.), Павел Казаков (8 кл.), Петр Васильев (9 кл.), Анастасия Сучкова (10 кл.).
Шкул чысне районти ăмăртусенче хÿтĕлеме чи пултаруллă баскетболистсенчен командăсем йĕркеленĕ. Çак командăсем хăйсен пĕрремĕш тĕл пулăвĕсене шкул ĕçченĕсен командисене чĕнчĕç.
В.Владимирова, В.Гордеева, А.Игнатьева, Э.Кириллова, С.Романова, В.Семенова, Л.Степанова, А.Федотова шкулта ĕçлекенсем питĕ хĕрÿ вылярĕç пулин те çамрăклăх, хăвăртлăх çиеле тухрĕ. Икĕ вăййинче те вĕренекенсем 16:3 тата 25:9 шутсемпе çĕнтерчĕç.
Яшсем вара чăн-чăн “джентельменсем” пулчĕç. Вĕсем учительсен кăмăлне хуçас темерĕç пулас, 32:46 тата 26:48 шутсемпе парăнчĕç. Вăйăсем хыççăн О.Гурьев, В.Ильин, С.Кириллов, П.Романов учительсем çамрăксен вăйăри çитменлĕхĕсене палăртса хăварчĕç, малашнехи кĕрешÿсенче ăнăçусем сунчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика