21 октября 2011 г.
2011 çулта вĕрентÿ системине аталантарма патшалăх 20 млрд тенкĕ уйăрнă. Отрасле патшалăх çавăн пек тимлĕх уйăрни чылайранпа пулман. Вăл пахалăхлă улшăнусем тума пулăшасса кĕтмелле. Çакă вăл ку чухнехи инфратытăм тăвасси, экономикăн эффективлă механизмĕсене пурнăçа кĕртесси, талантлă педагогсемпе вĕренекенсене пулăшса тăрасси. Хăй енчен çаксем çĕр-шыв экономикине инноваци аталанăвĕн çулĕ çине çирĕппĕнех илсе тухма пултаракан çĕнĕ ăру çитĕнтерме май парĕç.
Экономикăн çĕнĕ условийĕсенче епле аталанса пырĕ вĕрентÿ ĕçĕ пирĕн республикăра? Ун пирки Чăваш Енĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕнчен Владимир Ивановран илнĕ интервьюран пĕлме пулать.
Владимир Николаевич, Чăваш Ен вĕрентÿ ĕçĕнче çĕр-шывра яланах малтисен ретĕнче пынă, ăна лайăхлатса пырас ыйтусене комплекслăн татса пама тăрăшнă. Пĕрлехи патшалăх экзаменне (ППЭ) ĕçе кĕртессипе те, вĕрентÿ учрежденийĕсен сетьне оптимизацилессипе те, профиль вĕрентĕвĕпе тата профиль умĕнхи хатĕрленÿ енĕпе те, пуçламăш сыпăкра тĕн культурин никĕсĕсене тата граждан этикине вĕрентес енĕпе эпир экспериментсен площадки шутланнă. Хальхи вăхăтра мĕнле улшăнусем пулса иртеççĕ?
–Вĕрентÿ системине малалла ăнăçлă аталантарса пымалли лайăх лару-тăру пулса тухнă паянхи куна. Ăна малалла лайăхлатмалли ĕçсен комплексне палăртнă. Ку вăл вĕрентекенсен ĕç укçине ÿстересси, шкулсене çамрăк специалистсене явăçтарасси, вĕренÿ заведенийĕсен пурлăхпа техника базине тĕреклетсе ачасене вĕрентĕвĕн паха условийĕсемпе тивĕçтересси, шкул ертÿçисемпе педагогсен ăсталăх шайне ÿстерсе пырасси т.ыт.те. Çав ĕçсене пурнăçа кĕртме кăçал 408 млн. тенкĕ уйăрнă, çав шутра 134 млн. тенкине – ĕç укçине ÿстерме. 2011 çулта ĕç укçи вăтамран 30 процент ÿсмелле.
Çапла вара юлашки 20 çулта Чăваш Ен учителĕсен вăтам ĕç укçи шайĕ пуçласа экономикăри вăтам ĕç укçи шайĕнчен иртет, 13900 тенкĕне яхăн пулать. Республика ертÿçисем шалăва учительсене кăна мар, педагогикăн ытти ĕçченĕсене те – педагог-психологсене, социаллă педагогсене, ача сачĕсен воспитателĕсене, ытти ĕçченсене ÿстерсе пама май тупрĕç.
Талантлă, творчествăлла ĕçлекен педагогсене республика яланах асăрхаса, пулăшса пыма тăрăшнă. “Вĕрентÿ” наци программине пурнăçа кĕртнĕ май пирĕн республикăри 700 ытла педагог Раççей тата Чăваш Ен Президенчĕсен премийĕсене тивĕçрĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев республикăри конкурссенче çĕнтерекенсене укçан хавхалантарас пирки Указ кăларчĕ: “Чăваш Енĕн çулталăк учителĕ” конкурсра çĕнтерекене 150 пин, “Чăваш Енĕн çулталăкри воспитателĕ” конкурс çĕнтерÿçине – 100 пин, “Чи лайăх класс ертÿçи” конкурс çĕнтерÿçине – 50 пин тенкĕ.
Шкулсене ку чухнехи хатĕрсемпе тивĕçтерсех пыратпăр. Шкул автобусĕсен паркĕ çĕнелет. Учитель кунĕнче Республика Президенчĕн аллинчен 34 шкул директорĕ çĕнĕ автобуссен уççийĕсене илчĕ. 2011 çулта пурĕ 64 автобус туянма пăхнă. Чăваш Енре пуçласа пуçламăш классенче вĕрентекенсене автоматизациленĕ 700 ытла ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕç. Унта компьютер, экранлă проектор, сканер, копир тата принтер кĕреççĕ. Компьютер техникипе пур тĕп шкула та тивĕçтеретпĕр. Библиотека фончĕ çĕнĕ литературăпа пуянланĕ.
Çак улшăнусем вĕренÿ условийĕсемпе результачĕсем, пĕлÿ пахалăхĕ çинче палăрма кирлех ĕнтĕ?
–Палăраççĕ те. Юлашки çулсенче тĕрлĕ программăсемпе инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ май вĕрентĕве укçа-тенкĕ чылай хывнă. Çакă шкулсен инфратытăмне лайăхлатма май пачĕ. Паян вĕренекенсен 92, 3 процентне яхăн лайăх условисенче вĕренет, паха пĕлÿ илет. Çакна шкулсенчен вĕренсе тухакансем тытнă пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем çуллен пысăк пулни те, вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсенчи çитĕнĕвĕсем те çирĕплетеççĕ. 2010 çулта çĕр-шыври олимпиадăсенче республика чысне хÿтĕлесе пирĕн шкулсенчен 16 вĕренекен малтисен шутĕнче пулнă, 2011 çулта – 31. Аслă классенче вĕренекенсен 90 ытла проценчĕ профиль е предмета тарăнрах вĕрентекен классенче пĕлÿ илет. Профиль вĕрентĕвĕ çамрăксене пулас профессие суйласа илме, умри тĕллев патне çирĕппĕн утма пулăшать.
Пирĕн тĕп тĕллев – вĕрентÿ пахалăхне малалла та лайăхлатса пырасси, ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшасси. Уйрăм тимлĕх садиксене кирлĕ. Республикăра 1–6 çулхи 80, 4 пин ача шутланать, вĕсен 68 процентне кăна шкул мар çулхисен вĕрентĕвĕпе тивĕçтернĕ.
Республикăра 1, 5 çултан пуçласа 3 çулчченхи садике çÿремен ачасемлĕ тупăш сахал илекен çемьесене укçан компенсаци тÿлессипе пилотлă проекта ĕçе кĕртни пысăк пĕл-терĕшлĕ пулăм. Тата мĕнле мерăсем йышăнаççĕ-ха республика ертÿçисем шкул мар çулхи вĕрентĕве пур ачана та явăçтарас тĕлĕшпе?
–Ыйтăва тĕрлĕ енлĕ татса парасшăн. Пĕрремĕшĕнчен, ку çĕнĕрен садиксем тăвасси. 2011–2014 çулсенче республикăра 24 садик çуртне çĕнĕрен тума тата халĕ ĕçлекен садиксен çурчĕсем çумне 4 çурт тĕксе лартма пăхнă. Çапла вара садиксенчи 4570 ача валли вырăн пулать. Иккĕмĕшĕнчен, ку вăл профильне улăштарнă ача сачĕсене каялла тавăрасси. 20 çурта реконструкцилеме палăртнă. Çакă тепĕр 2890 хушма вырăн тупма май парĕ. Çÿлерех асăннă çул-йĕрсем валли укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Правительство ку енĕпе нормативлă документсем йышăннă.
Виççĕмĕш çул-йĕр вара – майсем пур ялти шкулсенче садик ÿсĕмĕнчи ачасен ушкăнĕсене уçни. Унашкал опыт республикăра çук мар. Паян республикăри шкулсен 40 проценчĕ садик ушкăнĕсемлĕ. Хăйне евĕр çыхăну та пур ун пек çĕрте. Ача хăйĕн пулас класĕпе паллашать, учитель вара пĕрремĕшне çÿреме пуçлакансене хатĕрлет.
Çавăн пекех килти, çемье садикĕсем уçассипе ĕçлетпĕр. Вĕсем шкул мар çулхи вĕрентÿ учрежденийĕн структура подразделенийĕсем пулса тăрĕç. Паянхи кун республикăра 11 çемье садикĕ тата килти 2 садик ĕçлеççĕ (Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисемпе Етĕрне районĕнче).
Шкул мар çулхи ачасемлĕ тупăш сахал илекен çемьесене Шупашкар хулипе районĕнче тата Канаш районĕнче уйăхсерен укçан компенсаци тÿлеççĕ. Ку пособие хальхи вăхăра 3756 çемье илсе тăрать.
Республикăри пĕтĕ-мĕшле вĕрентÿ системипе танлаштарсан, Тăвай районĕнчи вĕрентÿ системи пирки мĕн калама пулать-ха?
–Сирĕн район вĕрентĕве лайăхлатмалли нумай проекта активлă хутшăнать. Юлашки çулсенче 1, 5 çултан пуçласа 6, 5 çулхи ачасене шкул мар çулхи вĕрентĕве явăçтарасси палăрмалла ÿснĕ "61, 8 процентпа танлашать". Ача сачĕсен сетьне аталантарассине чылай тимленĕ. Кăçал тĕпрен юсанă хыççăн Тушкилте 75 вырăнлă ача садне ĕçе кĕртнĕ, Тăвайри садиксенче хушма ушкăнсем уçма пултарнă.
Тăвайри вăтам шкулта “Кадет класĕн моделĕсене йĕркелесе ĕçе кĕртесси”, «Вĕренекенсемпе уйрăмшаррăн ĕçлессин моделĕ» “Вĕренсе тухакансене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе шкулти наукăпа тĕпчев лабораторине производствăпа çыхăнтарасси” проектсем ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ. “Шкул – 2100” программăпа килĕшÿллĕн пуçламăш сыпăкра ачасене иртерех аталантармалли вĕрентĕве ĕçе кĕртнĕ. Тĕмерти вăтам шкул республикăри учитель-новаторсен опытне сарассипе ĕçлет. Вĕрентÿ учрежденийĕсем пултаруллă ачасене пулăшса пыни куçкĕрет. Акă, шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олипиадисенех илер. Олимпиадăсен республикăри тапхăрĕнче Тăвай районĕнчи шкулсенчен 10 вĕренекен малтисен шутне кĕнĕ. Тăвайри вăтам шкулти А.Александров Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче призер пулса тăнă. Творчествăри уйрăм ăнтăлушăн районти 12 çамрăк ЧР Президенчĕн стипендине, 2 çамрăк РФ Президенчĕн талантлă çамрăксене пулăшас тĕллевпе паракан премине (30 пин тенкĕ) тивĕçнĕ.
Юлашки çулсенче районта 2 çĕнĕ шкул çуртне хута янă – Тăвайри тата Элпуçĕнчи вăтам шкулсене. Ял тăрăхĕсенче çуртсене комплекслă тата компактлă лартмалли программа шучĕпе Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ çуртне тĕпрен юсанă.
«Раççей Федераци-йĕнчи вĕрентÿ çинчен» Закон проектне анлăн сÿтсе яваççĕ. Пĕрисем ăна ырлаççĕ, теприсем – çитменлĕх нумай, теççĕ. Хире-хирĕçлĕхсем палăраççĕ. Ăна йышăнсан, Сирĕн шутпа, мĕн улшăнма пултарĕ?
–Çапла, çĕнĕ законопроект пурне те кăсăклантарать. Шел пулин те, ăна хăш-пĕр уçăмлăх çитеймест. Çынсем пирваях çакна пĕлесшĕн: вĕрентÿ системи тÿлевсĕр тата пуриншĕн те уçă юлĕ-и( Ăна йышăнсан, ачасем валли çĕнĕ майсем уçăлĕç, вĕрентÿ учрежденийĕсен хăйтĕллĕнлĕх ытларах пулĕ.
Тавтапуç калаçушăн/
Источник: "Ял ĕçченĕ"