16 сентября 2011 г.
Çынсем тĕрлĕ техника туянасси çулсерен лайăхланса пырать халь. Çавна май çул-йĕр çинче инкек нумайланать. Хамăрăн тата ачасен пурнăçне хăрушсăрлатас ыйту çивĕчленет. Эппин пĕчĕккисене ку енĕпе ача садĕнчех вĕрентмелле. Çул-йĕр çинчи культурăна, обществăлла транспорт çинче харпăр хăйне мĕнле тыткаламаллине хăнăхтармалла ачасене.
“Асăрханăр – ачасем” темăпа Тăвайĕнчи пĕрремĕш номерлĕ ача садĕнче ĕçлекенсем тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çул-йĕр правилисене, урамсенче харпăр хăйне тыткаламалли йĕркесене паллаштарас тĕллевпе воспитательсем калаçу, экскурси йĕркелеççĕ, кĕнекесем вулаççĕ, вăйăсем выляççĕ.
Акă хатĕрленÿ ушкăнне çÿрекен ачасем Т.Шакина воспитательницăпа, музыка преподавателĕпе О.Уткинапа пĕрле асфальтлă çулпа, унти знаксемпе паллашрĕç нумаях пулмасть. Кĕçĕн ушкăна çÿрекенсем пуканесемпе “Вăрманта пулса иртни” сценка выляса кăтартнă. Кушак, Тилĕ, Упа, Автан сăнарсем урлă çул çинче выляма юраманни пирки ăнлантарса панă ачасене.
Хатĕрленÿ ушкăнĕ вара Светогорск хулине “кайма” тухнине выляса кăтартнă. “Калаçакан знаксем”, “Урапа çинчи тĕлĕнтермĕшсем”, “Чухлакансем” ятлă чарăнусенче пĕчĕккисем хăйсен пĕлĕвне кăтартса панă. Пурте ыйтусем çине аван хуравланă. Данил Федоров, Камила тата Карина Сергеевасем (аслă ушкăн), Софья Иванова, София Михайлова, Дениспа Дима Лисовсем (хатĕрленÿ ушкăнĕ) чи тавçăруллисем пулса тăнă.
Уяв вĕçĕнче ачасем çул-йĕр правилисем пирки сăвăсем вуланă. “Эпир куçăм правилисене нихăçан та пăсмастпăр”, – тесе юрланă пурте пĕрле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"