Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлÿ “тинĕсĕнче” ишрĕç

09 сентября 2011 г.

Чутейри вăтам шкулта тăваттăмĕш класра вĕренекенсем Пĕлÿ кунне лайăх уявларĕç. Вĕсем “Вăйли” тата “Хăюлли” ятлă карапсем çине ларса Пĕлÿ “тинĕсне” ишсе тухрĕç. “Юмахри пек”, “Çирĕп”, “Тавçăруллă” тата ытти утравсем çинче чарăнчĕç ачасем. Малтанхинче асамçă хĕр ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хуравламалла пулчĕ тăваттăмĕшсен. Юмахри “Бармалей” ачасем патне «Хĕрлĕ калпакăн» костюмĕпе тухрĕ. Вĕренекенсем вăл улталанине хăвăрт ăнкарчĕç. Ытти утравсем çинче математикăпа мĕнле пĕлнине, хăйсене шкулта е класра мĕнле тыткаламаллине кăтартса пачĕç. Пролива пырса кĕрсен вара çулла çуралнă ачасене саламларĕç. Çĕнтерÿçĕне, Ирма Петрована, пултаруллă пулнăшăн ылтăн медаль пачĕç. Тăваттăмĕшсене ку вăйă питĕ килĕшрĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика