Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир çамрăксене шанатпăр

28 июня 2011 г.

Эпир çамрăксене шанатпăр

Малаллах çаврăнать пурнăç урапи. Тин кăна çĕнĕ çул пуçланнăччĕ. Унăн çурри хыçа юлчĕ, тесен те йăнăш мар. Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура çитĕнсе пыракан ăрăва шанмалли пирки чĕнсе каларĕ кăçал. Аслисем хăйсене тата ытларах тимлĕх уйăрнипе хавхаланса çамрăксем ĕçре, вĕренÿре, тĕрлĕ ăмăртусемпе конкурссенче, олимпиадăсенче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿсем тăваççĕ. Шкулсенчи ачасем пĕр уйăх ĕнтĕ канаççĕ халь, студентсем те экзаменсене ăнăçлă тытса пĕтерессишĕн ăнтăлаççĕ, ĕçлекен çамрăксем те хăйсен уявне лайăх кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç.

Пирĕн районти каччăсемпе хĕрсем ăна çÿллĕ шайра паллă турĕç. Кăçал республика уявĕпе пĕрле йĕркелерĕç тăвайсем çамрăксен кунне. Каçхине сакăр сехетре районти культурăпа кану центрĕ умне халăх йышлă пухăнчĕ. Шупашкартан килнĕ “Адреналин” ятлă ушкăн хăйĕн хаваслă кĕввипе пурне те канма йыхравларĕ.

Тăвай енри шкулсенчен вĕренсе тухакансем хаваслă та, тунсăхлă та паян. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытса пĕтерни савăнтарать-ха вĕсене. Ачалăха хыçа хăварса пурнăçăн тепĕр тапхăрне куçни вара самаях шухăшлаттарать те. Илемлĕ тумланнă çамрăксем, ашшĕ-амăшĕсем кĕçех зала кĕчĕç.

Вĕрентÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Чайкина пуçларĕ программăна. Вăл каччăсемпе хĕрсене шкултан вĕренсе тухнă ятпа саламларĕ.

Унтан районти вунпĕрмĕшсем шкулсенчи пурнăçне мĕнле ирттернине сăнлакан кадрсемпе паллашрăмăр.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев сăмах илчĕ кĕçех. Вăл залра ларакансене Республика кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çавăн пекех каччăсемпе хĕрсем патне те çитрĕç ăшă сăмахсем, хăйсен уявне лайăх кăмăлпа паллă тума сĕнчĕ Юрий Егорович вĕсене.

“Хаклă выпускниксем, сире тĕрĕслевсем витĕр ăнăçлă тухнă ятпа саламлатăп. Малалла утмалли çула тĕрĕс суйласа илĕр. Умри йывăрлăхсенчен ан шикленĕр. Аслă, ятарлă вăтам пĕлÿ илсе тăван районах таврăнма тăрăшăр. Сире пурне те кунта кĕтеççĕ. Малашлăх илĕртÿллĕ те интереслĕ, района аталантарассишĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле. Сирĕн пек пултаруллă çамрăксемпе пĕрле вара тĕллевсем пурнăçа кĕреççех. Сире шанатпăр, Тăвай ен чысне кирек ăçта пулсан та çÿлте тытатăр эсир”, – терĕ юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ. Çирĕп сывлăх, хавхалану, ăнтăлу, тÿсĕмлĕх сунчĕ.

Унтан шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнисене медальсемпе, Хисеп грамотисемпе чысласси пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильевпа вĕрентÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.Шакров районти чи маттур çамрăксене – С.Афанасьева (Эльпуç), Н.Косовапа Н.Полячихинана (Мучар), Н.Михайлована (Тăрмăш), Р.Большована (Тĕмер), Е.Васильевапа Е.Яклашкинана (Чутей), К.Петрована, М.Александрована, Т.Константинована тата Е.Федорована (Тушкил), Л.Бурдасована, О.Егорована, И.Кузьмина, А.Михайлована, Е.Никитинана, Н.Семенована, М.Семенова тата М.Смирнована (Тăвай), А.Кузьминапа А.Майраслова тата А.Яковлевана (Енĕш Нăрваш) – ылтăн, И.Романована (Тĕмер), С.Иванована (Чутей), Ю.Владимирована (Тушкил), Н.Афонинана, А.Васильевана, В.Еремеевана, Е.Зубова, Н.Кузьминана, О.Наумована, П.Павлова, Р.Павлова, О.Егорована, К.Краснована (Тăвай), А.Павлована (Енĕш Нăрваш) кĕмĕл медальсем пачĕç. Палăртма кăмăллă, шкултан чи аван паллăсемпе вĕренсе тухакансем çулсерен йышлăланса пыраççĕ районта. Кăçал 36 хĕрпе каччă пысăк сума тивĕçлĕ пулчĕ. Ылтăн медаль илнисем нумайрах тата. Тăвай енри хăш-пĕр çемьесенче пĕр ачи хыççăн тепри те çирĕп пĕлÿ илме тăрăшать. Акă, Енĕш Нăрваши Майрасловсен Саша ятлă ывăлĕ икĕ аппăшĕ пекех ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă. Çакнашкал тĕслĕхсем татах та пур районта. Эппин, пуласлăх çирĕп пĕлÿре пулни пирки çамрăксене лайăх ăнлантараççĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем.

Кĕçĕн классенче вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем чĕрĕ чечек çыххисем пачĕç медаль илнисене. Асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç пĕрле.

Владимир Яковлевич çамрăксене, вĕсен ашшĕ-амăшне, учительсене ырă сунчĕ. Элпуçĕнчи вăтам шкултан лайăх пĕлÿ илсе тухакан Е.Кабакова хăйсемшĕн тăрăшнăшăн выпускниксен ячĕпе район администрацине, вĕрентÿ пайне, шкулсен коллективĕсене, ашшĕ-амăшне тав турĕ, çĕр-шыва юрăхлă çын пулма тăрăшма пулчĕ.

Çакăн хыççăн Тăвайри культурăпа кану центрĕ умĕнче дискотека пуçланчĕ. “Адреналин” ушкăн çамрăксене чылайччен хавхалантарчĕ.

Вунпĕр сехетре панă фейерверк пурне те савăнтарчĕ. Чи илемлисене ятарласа суйланă тейĕн. Тĕлĕнсе сăнаса тăчĕç çутăсен ярăмĕсене пухăннисем. Каччăсемпе хĕрсен кăмăлне хавхалантарассишĕн чылай тăрăшнă иккен район администрацийĕпе районти депутатсен пухăвĕн депутачĕсем.

Сăн ÿкерчĕкре: район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев Н.Семенована (Тăвай) ылтăн медаль парать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика