08 июля 2011 г.
Тĕмер шкулĕнче хăйсен профессине чун туртăмĕпе суйланă вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри – кĕçĕн классен учителĕ Раиса Иванова.
Вăтăр пĕр çул шкулта вĕрентекен хăйĕн пархатарлă ĕçĕшĕн ачасенчен, ашшĕ-амăшĕнчен, ĕçтешĕсенчен сахал мар тав сăмахĕ илтнĕ. Раиса Александровна чун ăшшипе, ырă кăмăлĕпе, çепĕçлĕхĕпе, çав вăхăтрах çирĕплĕхĕпе те палăрса тăрать. Ачасем таса чун-чĕреллĕ, пуян ăс-хакăллă çынсем пулса ÿсчĕр тесе вăй-халне шеллемест.
Çĕнĕлле ĕçлекен, аслă категориллĕ педагог район, республика шайĕнче иртекен конкурссене хастар хутшăнать. Вăл “Районти чи лайăх класс ертÿçи”, “Чун туртăмĕ”, Раççей шайĕнчи “Президент гранчĕ” конкурссен çĕнтерÿçи. Ытти тĕрлĕ професси тупăшăвĕнче те пĕлĕвĕпе, ăсталăхĕпе пĕрре кăна мар палăрнă. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе методика кăтартăвĕсем хатĕрлет, ĕçре хальхи технологисемпе усă курать. Ачасемпе ирттерекен мероприятисене ашшĕ-амăшне те явăçтарать. “Шкулпа çемье хушшинче çирĕп çыхăну пулмалла”, – тет.
Раиса Александровна кĕçĕн классене тарăн пĕлÿ панисĕр пуçне, çут çанталăк илемне курма, сăнама, тĕпчеме хăнăхтарать. Проектсем хатĕрлесе тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнтарать. Хăйĕн ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарать. Республикăри вĕрентÿ институчĕ çумĕнче ĕçлекен творчество ушкăнĕнче пулнă май, пуçламăш классен учителĕсем валли вĕрентÿ пособийĕсем хатĕрленĕ çĕре хутшăнать.
Ĕç ăнса пырасси çемьери хутшăнуран та нумай килет. Мăшăрĕпе, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Геннадий Ивановичпа, вĕсем туслă çемье чăмăртанă, икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ. Дина аслă пĕлÿ илсе Мускавра ĕçлет. Кĕçĕн хĕрĕ Оля та çĕр-шывăн тĕп хулинчи аслă шкулта ăс пухать.
Вăл вĕрентнĕ шкул ачисем юратнă учительпе çыхăнăва татмаççĕ. Унăн ĕç çулне суйланисем те пур вĕсен хушшинче. Аллă çулхи юбилейĕ çывхарнă май Р.Иванован электрон почтине ăшă салам, тав сăмахĕсем килсех тăраççĕ. Эпир те хамăрăн хисеплĕ ĕçтешĕмĕре малашне те çитĕнÿсем тума сывлăх, телей сунатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"