Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешÿ кавирĕ парнеленĕ

06 сентября 2011 г.

Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта та Пĕлÿ кунне халалланă уяв савăнăçлă иртнĕ. 177 ача вĕренме пуçлать унта кăçал, 16-шĕ – пĕрремĕш классем.

Вĕренекенсене малтан шкул директорĕ Г.Степанова саламланă. Район администрацийĕн пай начальникĕ О.Ломоносов, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Ю.Ефимов та тухса калаçнă, пуçласа шкула килекенсене парнесем панă.

“Красная Чувашия” ЯХПК ертÿçи В.Алексеев ял хуçалăхĕнче вăй хунă ачасене укçан премипе хавхалантарнă.

“Аскар” студи ертÿçи А.Иванов тата Чăваш наци конгресĕн спорт комитечĕн ертÿçи В.Васильев кĕрешÿ кавирĕ парнеленĕ. Линейка хыççăнах ачасем тÿрех унăн пахалăхне тĕрĕсленĕ, турнир йĕркеленĕ. Ăмăрту çĕнтерÿçисене сумлă ентешсем медальсемпе сувенирсем панă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика