21 июня 2011 г.
Сисĕнмесĕрех вĕренекенсемшĕн чи хĕрÿ тапхăр – экзаменсен вăхăчĕ – хыçа юлчĕ. Кăçал 172 çамрăк вăтам пĕлÿ илсе шкулпа сывпуллашать. 11 класс пĕтерекенсем пурте вырăс чĕлхипе тата математикăпа экзамен тытнă. Ытти пĕтĕмĕшле патшалăх экзаменĕсене (ППЭ) хăш предметпа парассине вĕсем хăйсен ирĕкĕпе суйланă. Нумайăшĕ (82 ача) обществознани пама кăмăл тунă. Биологипе тата физикăпа ППЭ паракансем те сахалах пулман. 2 тата 4 выпускник кăна географипе литературăна суйласа илнĕ.
Вĕренсе тухакансемпе районти çамрăксем валли июнĕн 24-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕ умĕнчи площадьре уяв пулать, 20.00 сехетре пуçланать. Унта DJ Vasco, “Адреналин” клуб та (Шупашкар хули) хутшăнаççĕ.
Пурне те уява йыхравлатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"