21 июня 2011 г.
Хаваслă кулăпа, ушкăн-ушкăнпа ачасем ир-ирех Тăвай шкулĕнчи лагере васкаççĕ. Çул çинче паян мĕн çĕнни пуласси çинчен шăкăлтатса сÿтсе яваççĕ. Воспитательсем кулленех çĕнĕрен те çĕнĕ, интереслĕ кун йĕркипе кĕтсе илеççĕ-çке. Лагерьти кашни кун хаваслă иртсе пырать. Уйрăмах вĕсене тăмпа ĕçлени кăмăла каять. Унран тĕрлĕрен савăт-сапа, юмахри сăнарсем, чĕр чунсен кĕлеткисем ăсталаççĕ, сăрласа илемлетеççĕ. Занятисенче хăйсене чăн-чăн ăстаçăсем пекех туяççĕ.
Сывлăх кунĕ те асра юлчĕ. Лера Матросова, Алина Лисова, Ванесса Абржина, Даниил Федоров, Людмила Спиридонова хăйсен ÿсĕмĕнче чи маттуррисем пулчĕç. Халĕ ачасем рыцарьсен турнирне хатĕрленеççĕ.
Çуллахи лагерь нумайлăха асра юлĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"