18 марта 2011 г.
Вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ Тĕмерти вăтам шкулти Регина Большовапа Ирина Романова. Пултаруллă хĕрсем кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕсем пулса тăчĕç. Шкул тата район чысне республикăри конкурссенче, ăмăртусенче хÿтĕлеççĕ, вĕсенчен çĕнтерÿпе таврăнаççĕ.
Регинăпа Ирина – районти чи харсăр волонтерсем. Шкулта тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ-ирттернĕ çĕрте активлăх кăтартаççĕ, ватă çынсене пулăшаççĕ, ялта пурăнакансем хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан буклетсем сараççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: президент стипендиачĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"