01 апреля 2011 г.
Юн кун çакнашкал ятлă конкурс иртнĕ районта. Унта эстрада юррисене шăрантарма кăмăллакан ачасемпе ушкăнсем хутшăннă. Пуçласа пулнă вăл Тăвай Енре. Ăна ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центрăн кĕвĕ уйрăмĕ йĕркеленĕ. Вĕренекенсен пултарулăхне культура ĕçченĕ А.Павлов, ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центрăн методисчĕ И.Григорьева тата Н.Петровапа Г.Никонова вĕрентекенсем хакланă.
Малтан вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн представителĕ Н.Чайкина саламланă ачасене, çĕнтерÿ суннă.
Конкурса пурĕ 70 ытла ача хутшăннă. “Уйрăм юрлакан” тата “Ансамбль” номинацисенче 5–7, 8–10, 11–13 тата 14–16 çулсенчи ачасем тупăшнă.
Д.Андреева (Тăрмăш), Л.Владимирова (ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр), М.Кириллова (Тушкил), А.Илларионова (Тăвай) çамрăк юрăçсене чи пултаруллисем тесе йышăннă жюри.
Ансамбльсенчен вара “Задоринки” (Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача сачĕ), “Тайна” (ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр) ятлă тата Тĕмер ялĕнчен килнĕ ушкăнсем çĕнтернĕ.
Гран-прие Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача садне çÿрекен Ю.Иванова (вĕрентекенĕ О.Андреева) тивĕçлĕ пулнă. Вăл жюририсене те, куракансене те тыткăнланă.
Конкурс Тăвай Ен çĕрĕ талантсемпе пуян пулнине çирĕплетсе панă. Вĕсене вара чи кĕçĕн ÿсĕмрех тупса палăртмалла, хавхалантарса пымалла.
Тăвай енĕн пĕчĕк çăлтăрĕсем йăлкăшма пуçларĕç ĕнтĕ, вĕсем нихăçан та ан сÿнччĕр. Çулсем иртнĕ май лайăхрах çутатчăр.
Сăн ÿкерчĕкре: “Тăвай Енĕн пĕчĕк çăлтăрĕсем” районти конкурс пуçланнă самантра.
Источник: "Ял ĕçченĕ"