Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр-шыва сыхласси – пысăк чыс

09 ноября 2010 г.

Тăван çĕр-шыва сыхласси – пысăк чыс

Улттăмĕш класа çитсен Елена Германовна Павлова вĕрентекен пире ырă хыпар пĕлтерчĕ: “Кадетсем шкултан вĕренсе тухаççĕ, сирĕн вĕсен вырăнне йышăнмалла”. Çак шухăш пире çунатлантарса ячĕ. Эпир курнă-ха кадетсем, çар çыннисем пек, илемлĕ тумпа çÿренине, хăйсене ыттисенчен пуçтарăнарах, дисциплинăллăрах тытнине. Спортра та, вĕренÿре те вĕсем ыттисенчен пултаруллăрахчĕ. Çавăнпа та кадетсем çине ăмсанса пăхаттăмăр. Çак ятарлă класа пирĕн шкулта 2006 çулта уçнă.
Çапла вăхăт çитсен, эпир те кадетсем пулса тăтăмăр. Пурте пĕрле пухăнса уяв тумĕ çĕлеттерме кайни те асрах-ха. Çав тума курсан пирĕн куçсем йăлтăртатса кăна тăчĕç. Темле асамлăх пур пек “кадет” сăмахра та, унăн тумĕнче те. Çĕнĕ вĕренÿ çулне эпир çав тумпа кĕтсе илтĕмĕр. Ноябрĕн 3-мĕшĕнче вара пирĕншĕн тепĕр уяв пулчĕ. Эпир присяга патăмăр. Кашни кадет Тăван çĕр-шыва чунта парăнса юратма, уншăн усăллă çын пулса çитĕнме сăмах пачĕ. Кадетăн ыттисемшĕн пур енĕпе те тĕслĕх пулмалла.
Халĕ пĕрре те ÿкĕнместпĕр кадетсен класĕнче вĕренме тÿр килнĕшĕн. Эпир “Пурте – пĕриншĕн! Кашни – пуриншĕн!” принциппа пурăнатпăр.
Иртнĕ уйăхра Комсомольски районĕнче иртнĕ республикăри кадетсен ăмăртăвĕсене хутшăнса 1-мĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Пире парăслă карап, грамота парса чысларĕç. Ку пире тата тăрăшуллăрах пулма хистет. Ахальтен мар пирĕн чи юратнă урок – “Честь имею!”. В.Кириллова, А.Пимулин, М.Алексеев пире преподавательсем Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕсем пулма вĕрентеççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика