23 ноября 2010 г.
Иртнĕ вырсарнире районти шахматистсем “Ял ĕçченĕ” хаçат парнисемшĕн тупăшрĕç. Икĕ шкул ачине шута илмесен, йыш та самай çеç вăйлăччĕ. Район чемпионĕ – Г.Федотов, В.Пастухов, А.Шишов, В.Семенов, Ю.Арестов, И.Соловьев – экс-чемпионсем. Вулакана Тăвай каччисемпе – кăçал кăна аслă çар училищинчен вĕренсе тухнă Анатолий Алексеевпа, туризмпа сервис институтĕнчен вĕренсе тухнă Константин Григорьевпа – тата Тăрмăшри вăтам шкул фельдшерĕпе Александр Афанасьевпа паллаштарма кирлĕ мар, вĕсем районти шахмат пурнăçĕнче унчченех ят-сум çĕнсе илнĕ. Вăйлисенчен Р.Совинпа Г.Соловьев, В.Александровпа О.Лисов, В.Дмитриевпа Н.Кондратьев тата В.Николаев (Чутей) кăна пулаймарĕç.
Пирвайхи турсенченех В.Семенов лайăх старт илчĕ. 6 тĕл пулура – 6 очко! А.Шишовпа А.Алексеевăн – çуршар очко сахалрахчĕ. Пĕр-пĕрин хушшинчи тĕл пулура çамрăкки хăйĕн вĕрентекенĕнчен çухату тÿсрĕ. Анчах çухалса каймарĕ, лидерта пыракан В.Семенова парăнтарма пултарчĕ.
Г.Федотов, Ю.Арестов, В.Пастухов, И.Соловьев ку турнирта ăнăçсăр вылярĕç. Вĕсем малтисенчен татăлса юлчĕç. А.Алексеев 8, 5 очко пухса (пурĕ те 1, 5 очко çухатнă) турнира пĕрремĕш вĕçлерĕ. Çĕнтерÿçĕ шăпине татса параканни – В.Семеновпа А.Шишов хушшинчи тĕл пулу. Пĕр-пĕрин нервине самай пăснă хыççăн аран вăйă пуçланчĕ. Тĕл пулăва В.Семенов выляса илчĕ – çĕнтерÿçĕ А.Алексеев пулса тăчĕ. В.Семеновăн та 8, 5 очко, анчах пĕрремĕшĕн коэффициент пысăкрах. Шахмат ветеранĕ А.Шишов 8 очкопа 3-мĕш вырăна тăрса юлчĕ.
Редакци мала тухнисене саламлать, “Ял ĕçченĕ” хаçата çитес çур çула тÿлевсĕр çырăнса парать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"