23 ноября 2010 г.
Пирĕншĕн шкулти кашни самант асамлă. Мĕн чухлĕ пĕлмелли, ăнланмалли, тĕлĕнмелли...
Тăвайри вăтам шкулта 6 “б” класра вĕренетĕп. Кунта çĕнĕлĕх кашни утăмрах. Чÿк уйăхĕн 8–13-мĕшĕсенче, ак, физика эрни иртрĕ. Пирĕншĕн тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Физикăна эпир тепĕр çул кăна вĕренетпĕр-ха. Л.Н.Самсонова учительницăпа 11 “б” класра вĕренекен Екатерина Никитина тата Варя Еремеева пире тĕрлĕ опытсем туса кăтартса питĕ кăсăклантарчĕç. Вĕсем хут курупкара шыв вĕретсе кăтартрĕç. Тепĕр опычĕ тата илĕртÿллĕрех пулчĕ. Пÿлĕмри температурăпах шыва вĕретме кĕртрĕç пултаруллă хĕрсем.
Луиза Нефалимовна шкулта физика опычĕсем тума тĕрлĕ приборсем пурри çинчен каласа кăтартрĕ. Катьăпа Варя çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Манăн та хăвăртрах ÿсес килет. Катьăпа Варя пекех маттур пуласчĕ. Çитес çул физика урокĕсене кăмăлласа çÿрĕп.
Источник: "Ял ĕçченĕ"