12 ноября 2010 г.
Вулакансенчен чылайăшĕ Тăвай хĕрĕ Анастасия Владимировна Христофорова çинчен илтмен мар ĕнтĕ. Ун пирки кăçал район хаçачĕн юбилейлă номерĕнче (февралĕн 16-мĕшĕ) “Молодчина ты, дивчина” тĕрленчĕк те çапăнса тухнăччĕ.
Настя Тăвайри вăтам шкултан тăхăрвуннăмĕш çулсен вĕçнелле ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. 2004 çулта Чăваш патшалăх педагогика университечĕн дипломне илнĕ. Университет курсне йăлт “5” паллăсемпе вĕçленĕ. Специальноçĕ – “Математикăпа экономика”. Студент çулĕсенчех вăл хăй чăн-чăн тĕпчевçĕ пулнине кăтартса панă, пултаруллă хĕре ĕçлеме тăван университета геометри кафедрине хăвараççĕ. Çамрăк пĕлтĕр аспирантурăран вĕренсе тухнă. Иртнĕ уйăхра района ырă хыпар çитрĕ: Анастасия Владимировна Хусан университетĕнче ăслăлăх ĕçне хÿтĕленĕ – математика ăслăлăхĕн кандидачĕ пулса тăнă.
Хамăрăн йышлă вулакансен ячĕпе пултаруллă ентешĕмĕре çитĕнÿпе ăшшăн саламлатпăр, ăслăлăх ĕçĕнче çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"