26 ноября 2010 г.
Тĕмерти вăтам шкулта кашни кĕçнерникун уроксем хыççăн чăваш чĕлхипе литературине, чăваш халăхĕн аваллăхĕпе, йăли-йĕркисемпе кăсăкланакансем валли “Ешĕл хунав” кружок ĕçлет. Унта ытларах 6-мĕш класра вĕренекенсем çÿреççĕ. Тĕрлĕрен ĕçсем тăватпăр унта: пуçватмăшсем, ребуссем, сăмах вăчăрисем, лабиринтсем. Ачасем интересленсех ĕçлеççĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхи наукин вăрттăнлăхĕсене тарăнрах тишкеретпĕр, халăх историйĕпе йăла-йĕркипе паллашатпăр. Калавсем, сăвăсем çырма вĕренетпĕр. Паллах, ăста поэт-писательсемех мар, çапах та пуплеве тĕрĕс те илемлĕ йĕркелеме хăнăхаççĕ.
Часах уяв, аннесен кунĕ çитет. Юлашки занятисенче хамăрăн çывăх çыннăмăрсене халалласа сăвă-калавсем çыртăмăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"