26 ноября 2010 г.
Эпир, 5-мĕш класра вĕренекенсем, 1-мĕш чĕрĕкре “Тĕн культурин никĕсĕсем тата çутлăх этики” курса вĕрентĕмĕр. Ăна Раиса Александровна Иванова ертсе пычĕ. Курс вĕçленнĕ май Тăвай чиркĕвне кайса курма шутларăмăр. Атте-аннесем те килĕшрĕç, пирĕн шухăша ырларĕç.
Чиркÿре вăй хуракан Николай атте кĕтсе илчĕ пире. Чиркÿ историйĕпе, турăшсемпе паллаштарчĕ. “Кăмăл-сипет, йĕрке-тирпей тĕлĕшĕнчен кашнин йĕркеллĕ пулмалла», – тесе вĕрентсе калани килĕшрĕ пире. Пурнăçра ыррине усаллинчен уйăрма пĕлмелле, кашни çын хăй тунă ĕçсемшĕн яваплă пулмалла, тенине те юлташăмсем ăша хыврĕç пулĕ тесе шутлатăп. Николай атте пире лайăх вĕренме, çирĕп сывлăхлă пулма, атте-аннене итлеме, хисеплеме сунчĕ, юлашкинчен пил пачĕ. Кăмăл-сипет урокĕшĕн ăна тав тăватпăр эпир.
Источник: "Ял ĕçченĕ"