14 декабря 2010 г.
Енĕш Нăрвашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта час-часах çар çыннисемпе тĕл пулусем иртеççĕ. Хальтерех çеç çар тивĕçне пурнăçласа килнĕ В.А.Никитин кĕçĕн сержант–десантник тăван шкулта 6, 9–11 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ, салтак тивĕçĕ пирки калаçу ирттернĕ.
Валерий çар службине 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче пуçланă. Малтанах вăл Омск хулинчи вĕрентÿ чаçĕнче пулнă, десантникăн кăткăс та йывăр “профессине” хăнăхнă. Каярахпа Валерий Никитин Тула хулинчи десантниксен дивизийĕн уйрăм разведка ротинче службăна малалла тăснă. Самолет çинчен парашютпа 12 хут сикнĕ, тĕрлĕ çар заданисене пурнăçланă. Десантниксем хушшинче (100 çын ытла) 3 км чупса 1-мĕш вырăн йышăннă, Тав хучĕ илнĕ. Сывлăш-çар десантникĕсен кунĕ ячĕпе пултаруллă салтака алла çыхмалли сехет парса чыс тунă. Унăн кăкăрĕ çинче çар тивĕçне кăтартуллă пурнăçланăшăн, спорт ăмăртăвĕсенче мала тухнăшăн паллăсемпе значоксем ялкăшаççĕ. Шкул ачисем десантника хăйсене кăсăклантаракан нумай ыйту пачĕç. Калăпăр, самолет çинчен парашютпа 1-мĕш хут сикнĕ чухнехи туйăм, ăста десантник пулса тăма мĕн пулăшнă тата ыт.те.
Асăннă тĕл пулăва Г.Ф.Степанова, Л.Г.Степанова учительсем тата ялти музей директорĕ В.В.Петров (унăн вĕрентекенĕ пулнă) йĕркелесе пычĕç. Вĕсем Валерий Никитин шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулни, кире пуканĕ йăтассипе, чупассипе, пневматикăлла винтовкăран перессипе маттур пулни çинчен каласа пачĕç. Республикăра йĕркеленĕ спорт лагерĕнче чухне вăл вĕрентÿ автоматне салатса пуçтарассипе çĕнтернĕ. Шкул хыççăн Канашри профтехучилищĕре вĕренсе сварщик профессине алла илнĕ. Хĕсмете кайиччен “Красная Чувашия” ЯХПКн ĕне ферминче вăй хунă.
Юлашкинчен Валерий Алексеевич шкул ачисене тăрăшса вĕренме, спортпа туслă пулма, учительсемпе тачă çыхăнса тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма тата вĕсене яланах хисеплеме сĕнчĕ. Асăнмалăх юлтăр тесе ачасем десантникпа сăн ÿкерттерчĕç.
В.Никитин ялти историпе астăвăм музейне кĕрсе курма кăмăл турĕ. Уйрăмах паттăрлăх пÿлĕмĕнче нумай чарăнса тăчĕ, тĕрлĕ экспонатсемпе интересленчĕ, хăй те çар тумтирне музея парнелеме кăмăл пурри çинчен пĕлтерчĕ. Музейра ĕçлекенсене куллен туса пыракан пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав турĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"