01 января 2011 г.
2010 çул хыçа юлчĕ, умра 2011 çул, кролик çулĕ. Иртсе кайнă çул чылай енĕпе асра юлĕ: чи малтанах вырăнти суйлавсем иртнипе, учитель çулĕ пулнипе, хаксем ÿссе пынипе... Шăрăх, вĕри çанталăк та асран тухмĕ.
Учитель çулĕ тенĕрен, вĕсенчен аслăрах çулхисем чылайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Мĕн тăвăн, вăхăт çитсен тăван-пĕтенсемпе çут çанталăкран та ĕмĕрлĕхе уйрăлма тивет.
2011 çулăн малтанхи кунĕсенче Кивĕ Пуянкасси çынни Иван Кондратьев та пурăннă пулсан 95 çул тултармаллаччĕ. Вăл 1916 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче кун çути курнă. Пилĕк пĕр тăван – пĕр хĕрпе тăватă ывăл пулнă вĕсем. Иван виççĕ тултарсан чире пула ашшĕпе амăшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Вĕсем хресченсем пулнă, çурт-йĕр çавăрса пĕчĕк çĕр лаптăкĕпе çемьене тăрантарса пурăннă. Иванăн ытти тăванĕсемпе пĕрле мĕн пĕчĕкрен кил хуçалăхне йĕркелесе пыма тивнĕ.
Ялти пуçламăш шкула пĕтерсен Иван Тăвайри шкулта малалла пĕлÿ илет. Унтан, вăхăт иртнĕçемĕн, Улатăрти ФЗУра вĕренме тытăнать. Кунта вăл слесарь-инструментальщик ăсталăхне алла илет, асăннă специальноçпа ĕçлеме пуçлать. Анчах вĕренес туртăм вăйлă çамрăкăн. Çавăнпа 1933–1936 çулсенче пуçламăш шкул учителĕсем хатĕрлекен Улатăрти техникумра пĕлÿ пухать. Ăна пĕтерсен, хамăр районти Улянкăри пуçламăш шкулта ачасене вĕрентсе пурăннă.
Вăрçă умĕнхи çулсенче Иван Кондратьев Чÿкçырминчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта тăрăшать. Çак шкултах вăл пулас мăшăрĕпе, хăй пекех вĕрентекенпе Христина Кузьминичнăпа паллашнă. Анчах мăшăрланнă хыççăн пĕрле нумай та пурăнаймаççĕ – Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Мĕн Çĕнтерÿ кунĕ çитичченех пулать Иван Кондратьев вăрçăра. Япони самурайĕсемпе хирĕç тăрса çапăçма та тивнĕ. Унта ураран аманать, госпитальре сывалать. Тăван киле 1946 çулта тин çаврăнса çитет вăрçă ветеранĕ.
Хальхинче ăна тăван ялта – Кивĕ Пуянкассинче – пуçламăш шкул заведующийĕнче ĕçлеме уйăрнă. Шкул çурчĕ кивелсе çитнĕрен, киввине пăсса, çĕнни лартаççĕ. Никĕс валли чул пуçтарма е ăна кăларса хатĕрлеме халăха тата аслăрах ÿсĕмри ачасене явăçтарнă. Çак йĕркесен авторĕ те 5 кубла метр вакă чул пуçтарса панă. Уншăн мана 25 тенкĕ панă. Хам аллăмсемпе ĕçлесе илнĕ укçашăн мĕн тери савăннă эпĕ.
Чăн та, шкул çурчĕ çав çулхинех хута каяйман, çавăнпа çынсен килĕсенче вĕрентĕмĕр. Тепĕр çулхине вара аслă та çутă классене вĕренме кĕтĕмĕр. Савăнăç: кăмакара пире валли яланах ăшă шыв пур – ан шăн, ан чирле.
Иван Кондратьевăн пурнăç çулĕ таса та пархатарлă пулнă. Учительре 40 çул хушши вăй хурса, çамрăк ăрăва пĕлÿпе воспитани панă. Унăн вĕренекенĕсем хушшинче – Лачкассинче çуралса ÿснĕ, нумаях пулмасть çĕре кĕнĕ РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ В.Ф.Демидов, хăй вăхăтĕнче районти çут ĕç пайĕн заведующийĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕ И.Н. Николаев тата ыттисем те.
Вăрçă хирĕнчи çапăçусемшĕн, паттăрлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ вăл.
Иван Кондратьевич Кондратьева ял-йышра манмаççĕ, ырăпа аса илеççĕ. Шкул ĕçĕпе пĕрлех обществăлла ĕçсенче те палăрса тăнă вăл. Чылай хушă ял канашĕн депутачĕ те пулнă. Отпуск вăхăчĕ çитсен, колхоз уй-хирне тухнă: утă çулнă-и е йĕтемре тăрăшнă – яланах ял-йышпа пĕрле пулнă. Астăватăп-ха, бригада çыннисемпе пĕрле Иван Кондратьевич та пĕр çул ÿсекен курăксен ути çулма тухнă уя. Вăл мана мала тăратрĕ çавапа, хăй ман хыççăн тăчĕ. Мĕнле кал-кал çулмаллине вĕрентсе-кăтартса пычĕ. Çапла майпа кĕске вăхăт хушшинчех çавана тĕрĕс тытма тата çулма вĕренсе çитрĕм. Уншăн паян кун та тав тăватăп ăна.
Кондратьевсем 3 ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсем пурте аслă пĕлÿ илме пултарнă. Шел те, кĕçĕнни, Володя, аллăрах ĕмĕрлĕхе куçне хупрĕ. Вăл инженерччĕ. Икĕ ывăлĕ – педагогсем, арăмĕсем те çак пархатарлă профессие суйласа илнĕ. Иван Ивановичпа Николай Ивановичăн мăшăрĕсем Галина Николаевнапа Раиса Ипатьевна кун-çулне яланлăхах шкулпа çыхăнтарнă.
Кондратьевсем – ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçе чун-чĕререн парăннă çынсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"