01 января 2011 г.
“Йĕркеллĕ те тивĕçлĕ çын пулса ÿсмелли витĕмлĕ сăлтав çемьере воспитани илни кăна мар, çавăн пекех вĕренÿ тытăмне, чи малтанах шкулчченхи вĕренÿ тытăмне лайăхлатни тесе шухăшлатăп”, – тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура.
Çамрăксем – пирĕн пуласлăх. Çавăнпа ачасен сывлăхĕ, вĕсен воспитанийĕ обществăшăн питĕ пĕл-терĕшлĕ. Республика ертÿçи пĕчĕккисене ача сачĕсемпе тивĕçтерес ыйтăва уйрăммăн çĕклени хавхалантарчĕ. Ураскассинче ачасем валли кĕске вăхăт пулмалли ушкăн ĕçленипе те питĕ кăмăллă ял-йыш. Садик, тетпĕр эпир ăна хамăрла. В.Григорьева тăрăшнипе пулчĕ ку. Пĕчĕкскерсем юрлама, ташлама, тĕрĕс те хăвăрт калаçма хăнăхаççĕ. Валентина Михайловна кашни уявах хутшăнтарать вĕсене. Манăн Арина мăнук 2 çулта анчах пулсан та “Наша Таня громко плачет” сăвва лайăх пĕлет. Халĕ ушкăнра елкăна хатĕрленеççĕ, “В лесу родилась елочка” юрра шăрантараççĕ.
Иртнĕ уйăхра пĕчĕк шăпăрлансем пире концерт лартса пачĕç. Пурте савăнтăмăр ачасен пултарулăхĕшĕн. Пĕри тепринчен маттур: сăввисене илемлĕ калаççĕ, ташланă чух тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ. Тавтапуç Валентина Михайловнана ачасене чунтан юратнăшăн, вĕсен аталанăвĕшĕн вăй-халне шеллеменшĕн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"