14 января 2011 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче раштав уйăхĕн иккĕмĕш çуррине технологи урокĕсене халаллаççĕ. Çав тапхăрта шкулта мĕнле кăна мероприяти иртмест пуль. Акă 5–11 классенчи хĕрачасем “Брейн-рингра” тупăшрĕç. 8 модульпе хатĕрленĕ 80 ыйту çине хуравламалла пулчĕ вĕсен. Кристина Федотова ертсе пыракан команда çĕнтерчĕ. Кристина районти технологи олимпиадинче те 2-мĕш вырăн йышăннă.
5–6 классенчи хĕрачасем çĕвĕ машинине кăна мар, ирхи апат хатĕрлеме те пĕлеççĕ. Çакна вĕсем “Çамрăк технолог” конкурсра та çирĕплетрĕç.
“Истори кустăрми” семинар занятийĕ кăсăклă иртрĕ. 10–11 классенчи хĕрсем тĕрлĕ йышши тумтир историне тĕпченĕ, шырав ĕçĕсем тунă. Семинарта çав ĕçсемпе паллашни пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
“Пус та тенкĕне перекетлет”, теççĕ халăхра. VII– VIII классенче вĕренекенсем çавăн ятлă вăййа хутшăнса çемье бюджетне ăçтан, мĕнле çĕклеме май пуррине тĕплĕн тишкерчĕç, тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç. Шкулти ăшша упраса хăварассипе те тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç ачасем.
V-VIII классенчи хĕрачасем кăçал районти технологи олимпиадине хутшăнчĕç. Ачасем унти презентаци материалĕсемпе паллашрĕç.
Вăтам тата аслă классенчен кашниех “Çĕнĕ çул юмахĕ” композици хатĕрлерĕ.
Чи тĕлĕнмелли вара 11 класри Сильвия Петрован ятарлă ĕçĕсен куравĕ пулчĕ. Хĕр çав тери хитре те тарăн шухăшлă ÿкерчĕксем тăвать. Курава вăл пастельпе, акварельпе, гуашьпа ÿкернĕ 48 ĕç тăратнă. Сильвия пултарулăхне пурте пысăк хак пачĕç. Алла аттестат илнĕ хыççăн пултаруллă хĕр художество енĕпе вĕренме каясса шанас килет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"