01 января 2011 г.
Элпуçнелле каякан асфальтлă çула юртан лайăх хырса тасатнă. Унăн хĕррипе çынсем утатчĕç. Шкулăн уявне васкаççĕ ахăртнех. Çулăн сулахай енче вырнаçнă икĕ хутлă çурт, таçтанах курăнса ларать вăл. Кĕмелли тĕп алăк тăррине тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе илемлетнĕ, тавралăха хаваслă кĕвĕ саланать. Сивĕ çил вĕрет пулин те, çынсем самаях пухăннă. Шупашкартан килнĕ хăнасем, район администрацийĕнче ĕçлекенсем, строительсем, вĕрентекенсем, ачасем, ашшĕ-амăшĕ пур вĕсем хушшинче. Пурин пит-куçĕнче те савăнăç вăйă вылять. Хĕпĕртемесĕр, ялта çĕнĕ шкул уçăлать-çке паян.
Уява Элпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем уçрĕç. Унтан ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова сăмах илчĕ. “Республика Правительстви çитĕнсе пыракан ăрăва çирĕп пĕлÿ илме лайăх условисем туса парас енĕпе чылай ĕçлет. Сирĕн умăрти çĕнĕ шкул çуртне тума Чăваш Ен бюджетĕнчен пысăк суммăлăх укçа-тенкĕ уйăрни те çакна çирĕплетет. Çĕртме уйăхĕнче пуçланнă строительство ĕçĕсем. Çур çул кăна вăй хунă кунта А.Александров ентешĕр ертсе пыракан “Старко” фирма” уçă акционерлă общество членĕсем. Кĕске вăхăт хушшинчех çавнашкал пысăк ĕç туни асăннă коллективра хăйсен ответлăхне туякан çынсем тăрăшни пирки калать. Тавах строительсене ачасене чаплă шкул парнеленĕшĕн. Вĕренекенсене вара çĕнĕ çĕрте лайăх пĕлÿ пухма сунатăп”, – терĕ Галина Петровна. Вăл хастар строительсене вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине тата Чăваш Президенчĕн М.Игнатьевăн пысăк парнине (нумай функциллĕ компьютер класĕ) шкул директорне пачĕ.
Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев та элпуçсемпе савăнма кăмăл тунă. Генрих Геннадиевич пухăннисене Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ, ачасене пĕлÿ тĕнчинче пысăк çитĕнÿсем сунчĕ. “Элпуçĕнчи икĕ хутлă йывăçран тунă шкула 1939 çулта тунă. Çитмĕлтен иртнĕ çуртра пирĕнтен чылайăшĕ пĕлÿ пухнă. Вăл ялтан аяккарах вырнаçнăччĕ. Çĕнĕ шкулта вара вĕренмелли условисем çÿллĕ шайра пулĕç. Строительсене хастар ĕçĕшĕн тав тăватпăр. Элпуç шкулĕ çÿллĕ шайри пĕлÿ илмелли центр пулса тăтăр. Вĕренĕр, ĕмĕтленĕр, выльăр, кулăр, ачасем”, – çапла вĕçлерĕ калаçăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев шкула спорт инвентарĕсем илмелли свидетельство парса.
–Пирĕн умра – 140 вырăнлă çĕнĕ шкул. Икĕ хутлă, кирпĕчрен вăл. Шалта 14 вĕренÿ класĕ, столовăй, спорт залĕ, паянхи кунпа килĕшÿллĕ библиотека, медицина ĕçченĕн, психологăн, ал ĕç тата информатика пÿлĕмĕсем, йывăçран тата тимĕртен касса ĕçлемелли мастерскойсем пур. Шкулăн пĕтĕмĕшле территорийĕ 5 гектар йышăнать, ăна тирпейленĕ. Гараж, котельнăй, баскетболла тата волейболла вылямалли, кĕçĕннисем валли площадкăсем, чупмалли çул тунă. Çурта газпа хутса ăшăтаççĕ. Çĕнĕ çул парнине йышăнсамăр пирĕнтен, – кĕскен хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕ “Старко” фирма” общество ертÿçи А.Александров. Вăл шкул директорне символлă уççи пачĕ.
“Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкулта 154 ача пĕлÿ пухать. Вĕсемпе 16 учитель ĕçлет. Шкулăн сайт, Интернета тухмалли майсем, автобус пур. Çĕнçырма, Ураскасси, Нÿшкасси, Элпуç ялĕсенчен вĕренме çÿреççĕ. Иккĕмĕш чĕрĕкне аван вĕçлерĕмĕр. Çĕнĕ шкулта вара тата тăрăшарах вĕренĕпĕр. Пурне те çак чаплă парнепе паллашма сĕнетпĕр, – çурта кĕме чĕнчĕ шкул директорĕ Л.Кабакова.
Вĕренекенсем сăмах илчĕç юлашкинчен, тав турĕç. Хĕрлĕ хăю касса шала кĕнĕ хыççăн Шупашкартан килнĕ хăнасем, район администрацийĕнче ĕçлекенсем пÿлĕмсемпе тĕплĕн паллашрĕç. Спорт залĕнчи çÿллĕ чăрăш тавра Хĕл Мучипе, Юр пикепе пĕрле çаврăнакан ачасен уявĕнче те пулчĕç вĕсем. Элпуçĕнчи çĕнĕ шкулпа питĕ кăмăллă юлчĕç.
Сăн ÿкерчĕксенче: Элпуçĕнчи шкул директорĕ Л.Кабакова символлă уççипе çĕнĕ çурт умĕнче; шкулти уявра.
Источник: "Ял ĕçченĕ"