18 января 2011 г.
Район администраци çумĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси нумаях пулмасть пĕлтĕрхи ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ. Ларăва вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ В.Я.Шакров ертсе пычĕ.
2010 çулта комисси 27 лару ирттернĕ. Вĕсенче 136 ыйту сÿтсе явнă. Çамрăксен 41 ĕçне, ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене йĕркеллĕ туса пыманшăн, ачисене воспитани парассинчен пăрăннăшăн 63 административлă материал пăхса тухнă. Ачасем каçхине 10 сехетрен пуçласа ирхине улттăччен обществăлла вырăнсенче çÿренĕшĕн 9 ашшĕпе амăшне ответ тыттарнă.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ тĕлне 68 ăнăçсăр мар çемье учетра тăрать. Вĕсенче 122 ача пурăнать. Комисси шкулсемпе, ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Таврара пурăнакансем те пулăшаççĕ. Йывăр условисенче пурăнакан ачасем пирки шăнкăравласа е тĕл пулса пĕлтереççĕ. Вĕсен информацийĕсене пурне те вырăна тухса тĕрĕсленĕ. Отчетлă тапхăрта çак тĕллевпе ялсенче 14 хут пулнă. Икĕ ачана çемьерен туртса илнĕ. 8 ашшĕ-амăшне административлă ответ тыттарнă, 4 çемьене учета илнĕ, 5 çемьери ачасене (12-ĕн пурĕ) Тăвайри тĕп больницăри ача-пăча уйрăмне вырнаçтарнă, йывăр лару-тăрури çемьесенчи 47 ачана санаторине сывалма янă.
Çул çитменнисен пурнăçĕпе те кăсăкланать комисси. Отчетлă тапхăрта 17 çамрăка çĕнĕрен учета тăратнă, 16-шне кăларнă.
Хальхи вăхăтра çул çитмен 18 ача шутра. Вĕсен çумне обществăлла воспитательсем çирĕплетнĕ. Профилактикăлла ĕçсем йĕркеленĕ: учетри каччăсемпе хĕрсем шкулта, килте хăйсене мĕнле тыткалани пирки кăсăкланса тăнă, калаçусем ирттернĕ. Шалти ĕçсен районти пайĕн, сывлăх сыхлавĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсемпе те тĕл пулнă çамрăксем.
Çавăн пекех район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин секретарĕ И.В.Александрова комисси членĕсен, диагностикăпа консультаци центрĕн работникĕсен, шкулсенчи социаллă педагогсен ĕçĕсене ырăпа палăртнă.
Комисси председателĕ В.Я.Шакров кăçалхи тĕллевсене асăннă. Обществăлла воспитательсемпе, ачасен пурнăçĕшĕн чунĕ ыратакан çынсемпе, хаçат корреспонденчĕсемпе, вĕрентекенсемпе асăннă темăпа калаçусем йĕркелемелле. Теветкеллĕ ушкăнри ачасене маларах тупса палăртмалла, ачасен пултарулăхне аталантаракан центрăн, спорт шкулĕн тата ытти хушма пĕлÿ паракан учрежденисен, культура çурчĕсен пĕлтерĕшне ÿстермелле. Комисси членĕсен ял тăрăхĕсем ирттерекен мероприятисенче тăтăшрах пулмалла, теветкеллĕ ушкăнри ачасемпе ĕçлеме çĕнĕ мелсем шырамалла.
Владимир Яковлевич пухăннисене хăйсен обществăлла тивĕçĕсене ответлăха туйса туса пынăшăн тав тунă. Тăвайри вăтам шкулта вĕрентекене, обществăлла воспитателе, Тăвай ял тăрăхĕн депутатне Н.Гаврилована, Чутейри вăтам шкулăн социаллă педагогне Е.Медведевана, Элпуçĕнчи тата Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулсен директорĕсене Л.Кабаковапа С.Кириллова Тав хучĕсем панă. Ларура комиссин 2011 çулхи тата пĕрремĕш кварталти ĕç планĕсене çирĕплетнĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"