14 января 2011 г.
Мучарти вăтам шкулта ку вĕренÿ çулĕнче кире пуканĕ спорчĕпе интересленекенсен секцийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Спорт залĕ çукки чăрмав кÿрет, шкул коридорĕнче ирттерме тивет занятисене. Сергей Софронов, Александр Нилов, Роман Кириллов, Александр Лабзин, Сергей Лавров уроксем тунă, апатланнă хыççăн каллех шкула пухăнаççĕ. “Алексей Иванович Белов учитель пире тимлесех ăсталăха вĕрентет. Спортпа туслă пулни ÿт-пĕве, сывлăха çирĕплетме пулăшать. Кире пуканçăсен ăмăртăвĕсене те хутшăнăпăр-ха, ак”, – теççĕ ачасем. Занятисем икĕ сехете тăсăлаççĕ. Киле каяс умĕн вара хăйсем хыççăн шкул коридорĕн урайне çуса хăвараççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"