21 января 2011 г.
Раштавăн 30-мĕшĕ Элпуç тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн паллă кун пулчĕ. Тĕлĕнмелле мар-и, кĕске вăхăт хушшинче юмахри пек пĕлÿ çурчĕ ÿссе ларчĕ. Çакăнта пирĕн ентешĕн, “Старко” фирмăн генеральнăй директорĕн Андрей Спиридонович Александровăн тÿпи çав тери пысăк. Эпир унăн ашшĕпе 1–7-мĕш классенче пĕрле вĕреннĕ. Списокра малта пулнă май (Александров Спиридон, Алексеева Магдалина) уроксене иксĕмĕртен те малтан ыйтатчĕç. Лайăх паллăсем çеçчĕ пирĕн.
Спиридон ырă мăшăр тупрĕ. Нÿшкасси хĕрĕпе Алевтина Павловнапа çемье çавăрчĕ. Ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрĕç. “Улми йывăççинчен аякка ÿкмест”, – тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Ашшĕ-амăшĕ пултаруллă та ĕçчен пулнăран, ачисем те пур енчен маттур. Йывăрлăхсене парăнмаççĕ, ĕçрен пăрăнмаççĕ.
Андрей Александрова илес пулсан, вăл вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен Чапаев ячĕллĕ заводра ĕçленĕ, мастертан начальнике çитнĕ. Вăл ертсе пыракан коллектив социаллă объектсемпе пĕрлех республикăра пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе те хăйĕн тÿпине хывать.
Темиçе çул каялла эпир çырма-çатраллă яла сенкер çулăм килессе ĕмĕтленме те пултарайман. Нÿшкасси ачи ялти çынсен çурчĕсене газпа ăшăтмалла тăвас тесе нумай вăй хучĕ. Мĕнле мухтас мар ăна. Халĕ ăшă пÿртре савăнса пурăнатпăр. Пĕрре те хуларинчен кая мар.
Элпуçĕнчи вăтам шкул пиркиех тăсам-ха сăмахăма. Çанталăк условийĕсене пăхмасăр темиçе сменăпа ырми-канми ĕçлесе кролик çулĕ пуçланиччен çамрăк ăрăва ăс пухмалли вăтам шкул туса пĕтерчĕç. Кун пек илемлĕ те ăшă çуртра манăн та, 74 çула çитнĕ пулин те, тепĕр хут çамрăкланса пĕлÿ пухма çÿрес килет. Шкул тума хутшăннă çынсене, халĕ кунта ĕçлекенсене, вĕренекенсене ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп.
Источник: "Ял ĕçченĕ"