01 февраля 2011 г.
Тимуровецсем. Тимур команди... Пирĕн анне-атте, асанне-асатте вĕсем камсем иккенне питĕ лайăх пĕлеççĕ. Тимуровецсем чи пултаруллисем, чи хастаррисем пулнă. Вĕсем йывăр вăхăтра çынсене пулăшнă: шыв йăтса, урай çуса, вутă çурса, купаласа панă тата ыт.те. Мĕн-пур ĕçе чун-чĕререн пурнăçланă. Çапла, çын хистенипе ырă ĕç тума йывăр. Вăл чунра пулмалла.
2008 çулта йĕркеленĕ “Тĕмер çамрăкĕсем” ятлă ушкăна халĕ ялта нумайăшĕ пĕлет. Командăри 9 хĕре документ парсах волонтер отрядĕнче иккенне çирĕплетрĕç. Халĕ çак кĕнекене ырă ĕçсем тунине çырса пыратпăр.
Çак кунсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Павел Кузьмич Ананьевăн кил картине юртан тасатса патăмăр. Йышпа ĕçлеме хавас та кăмăллă пулчĕ. Ватă çын эпир килнине курсанах питĕ хĕпĕртерĕ. “Тимур команди килчĕ-ха пулăшма”, – терĕ кăмăллăн. Ĕçе вĕçленĕ хыççăн вĕри чейпе, пылак çимĕçпе хăналарĕç пире кил хуçисем, тав сăмахĕ каласа телей, ăнăçу сунчĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"