Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камăн моделĕ инçерех вĕçет?

04 февраля 2011 г.

Кăçал Раççей космонавтикин çулталăкĕ пулнă май, вĕренекенсем хушшинче спортпа массăллă ĕçе техникăпа çыхăннă спортпа интересленессине вăйлатас тĕллевпе хупă пÿлĕмре самолет моделĕсене вĕçтерессипе ăмăртусем пулчĕç. Вĕсене 8 вĕренÿ учрежденийĕнчи 5–9 классене çÿрекен ачасем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ виçеллĕ самолет моделĕсем “Пуçласа модель тăвакансем валли”, “Чемпионат класĕ”, “Эксперимент моделĕсем (вертолетсем)” номинацисенче тупăшрĕç. Вертолет моделĕсене Тăвайри вăтам шкулпа ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр воспитанникĕсем кăна тăратма пултарчĕç. “Техникăна конструкцилесси тата модельсем тăвасси” кружока аталану центрĕнче юлашки çулсенче опытлă педагог В.Моисеев ертсе пырать. Унăн воспитанникĕсем çуллен районта тата республикăра иртекен конкурссенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Кăçалхи ăмăртусенче те куçса çÿрекен кубока ДЮЦ воспитанникĕсем алăран вĕçертмерĕç, Тăвайри тата Енĕш Нăрвашри вăтам шкулсен командисем (ертÿçисем Е.Моряковпа К.Петров) 2–3 вырăнсем йышăнчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика