11 февраля 2011 г.
Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче иккĕмĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртрĕ. Драмкружок членĕсем малтанах Л.Сачковăн “Тирпейсĕр Тимуш” пьесин икĕ курăнăвне лартса пачĕç.
Ун хыççăн çул çитменнисен инспекцийĕн инспекторĕ Т.Масленникова ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисем пушă вăхăта камсемпе ирттернипе кăсăклансах тăмалли, шкулти пурнăçĕпе интересленмелли, вĕсене контроллесех тăмалли çинчен асăрхаттарса хăварчĕ. Воспитани ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕн пысăк тĕслĕх пулмалли çинчен каларĕ.
Консультаципе диагностика центрĕн директорĕ В.Белова ашшĕпе амăшĕн шкулпа, учительсемпе пĕр шухăшлă пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра ачасем кĕнеке вулама юратманнине, уроксем туса кайманнине, ытларах компьютер умĕнче ларса тĕрлĕрен вăйăсем вылянине, вăхăта уссăр ирттернине асăрхаттарчĕ.
“Паллах, ун пек ача йăнăш çул çине тăма пултарать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисене компьютер умĕнче нумай вăхăт хушши ларма юраманнине аса илтерсех тăмалла. Çавăн пекех эрех-сăра, пирус, наркотикла хатĕрсен сиенĕ пирки пĕрмаях каламалла, ырă тĕслĕхсем илсе памалла. Ачисем умĕнче ялан уçă та тÿрĕ кăмăллă пулмалла”, – тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.
ГИБДД инспекторĕ И.Чумышев çул çитмен çамрăксен машина рулĕ умне ларма юраманни çинче чарăнса тăчĕ. Ытларах çул çинчи инкек ÿсĕр тата опытсăр водительсен айăпĕпе пулнине асăрхаттарчĕ. Çĕнĕ Пуянкассин ял тăрăхĕнчи участок инспекторĕ Н.Шамбулин асăннă территорири лару-тăрупа паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ.
С.Николаева вĕрентекен “Ачасен вулавĕ” темăпа тухса калаçрĕ. Ашшĕ-амăшĕн ачасен килти вулавĕпе интересленмелле. Кĕнеке пĕлÿ çăл куçĕ пулнине, воспитани ĕçĕнче унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине çемьере ăнланмалла. Хальхи вăхăтра ача-пăча валли тĕрлĕ тĕслĕ, сăрăллă, лайăх кĕнеке нумай. Пĕчĕклех кĕнекене юратма вĕрентмелле, ачасем килте мĕн вуланине сăнасах тăмалла.
М.Максимова хăйĕн калаçăвĕнче аслă ÿсĕмри ачасем вĕренÿ çине çăмăлттайла пăхма пуçланине, çав проблемăна шкулăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемесĕр пĕтерме çуккине палăртса хăварчĕ.
Г.Кондратьева пĕрремĕш çур çулăн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. 115 вĕренекенрен вун тăваттăшĕ “5”, хĕрĕх виççĕшĕ “4” тата “5” паллăсемпе вĕçленине палăртрĕ. Çавăн пекех пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем, кăçал пĕрремĕш класа килекенсем çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕпе вĕренме пуçласси пирки чарăнса тăчĕ.
Юлашкинчен пухăва шкул директорĕ С.Кириллов пĕтĕмлетрĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Унта ашшĕ-амăшĕн комитетне суйларĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"