11 февраля 2011 г.
Виççĕмĕш çул вĕренет Ванесса Абржина Тăвайри музыка шкулĕнчи эстрада уйрăмĕнче. Ача садне çÿреме пуçласан Ольга Алексеевна Уткина музыка ертÿçи тÿрех асăрханă пĕчĕк таланта. Пултарулăхне малалла аталантарма тĕрлĕ уявсене, районта иртекен конкурссене, концертсене хутшăнтарнă. Уйрăм занятисем те ирттернĕ хĕрачапа.
Ванесса – Абржинсен çемйинче кĕçĕнни. Аслă хĕрĕ Гертруда Хусан университечĕн Канашри филиалĕнче экономиста вĕренет. Амăшĕ Вера Петровна Тăвайри культурăпа кану центрĕнче тăрăшать. Ашшĕ те культура ĕçченĕ пулнă. Юрă-ташăра маттурччĕ, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе ăста вылятчĕ. Вăл сцена çине тухсан куракансен сăн-пичĕсенче савăнăçлă кулă çиçетчĕ. Тыткăнлама пĕлетчĕ çав çынсене. Шел, йывăр чире пула ытла та çамрăкла çĕре кĕчĕ Григорий Витальевич. Кĕçĕн хĕрĕ хăйсен ĕçне малалла тăсасса ĕмĕтленетчĕ. Пĕчĕклех вулама, çырма вĕрентнĕ вăл ăна. Музыка тĕнчипе паллаштарнă. Питĕ шел, кураймасть вăл хĕр пĕрчийĕ хăй пекех çепĕç сассипе, хитре ташшипе куракансен кăмăл-туйăмне çĕкленине.
“Ванессăн пуласлăхĕ пысăк”, – тет вĕренекенĕ пирки музыка шкулĕнчи Г.Н.Николаева преподаватель.
В.Абржина Тăвайри вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренет. Вĕренÿре те хастар, тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнать вăл. “Çăлтăрчăксем” ташă ушкăнне çÿреме те вăхăт тупать. Çак кунсенче райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ шкулсемпе ача-пăча сачĕсенчи ташă ушкăнĕсен смотр-конкурсне ирттернĕ. Унта та ăсталăхĕпе палăрнă Ванесса.
Источник: "Ял ĕçченĕ"