Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулти асăну хăми

15 февраля 2011 г.

Тушкил каччи Саша Миронов 20 çул тултарнă хыççăн шăп та лăп тепĕр уйăхран Чечен Республикинче террористсене хирĕç кĕрешсе пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна Мухтав орденĕпе наградăланă. Тушкилсем хăйсен паттăр ентешне асрах тытаççĕ, ун ячĕпе çуллен тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелеççĕ. Унта хутшăнма ытти шкулсен вăйлă командисене те йыхрав яраççĕ. Кăçалхи волейбол турнирне – Пуянкассипе Тăвай шкулĕсен хĕрĕсене, Тăвай тата Йăнтăрчă шкулĕсен арçын ачисене чĕннĕ пулнă. Йăнтăрчăсем кăна килеймерĕç.
Асăну турнирĕ умĕн шкулта линейка пулчĕ. Ăна шăпах паттăр ентеше асра тытса Асăну хăми уçнине халалларĕç. Линейкăра Сашăн класс ертÿçи пулнă О.Сергеева чуна пырса тивекен сăмахсем каларĕ. Ачасем паттăр ентеш ятне çÿлте тытма сăмах пачĕç.
Линейка хыççăн ăмăртусем пуçланчĕç. Зал хуçисем икĕ ушкăнĕнче те çĕнтерчĕç. Хĕрсем хушшинче пуянкассисем 2-мĕш пулчĕç.
Унтан çамрăксем çарти виçĕ енлĕ кĕрешÿре тупăшрĕç. Вĕсен турник çинче туртăнмалла, алăсемпе урасем çине тĕренсе харпăр кĕлеткине çĕклемелле тата ларса-тăмалла пулчĕ. Виçĕ енлĕ кĕрешÿре Тăвай шкулĕнчи Андрей Турханов çĕнтерчĕ. Алексей Андреевпа Владимир Селиванов (иккĕшĕ те Тушкилтен) 2-3 вырăнсем йышăнчĕç. Вĕсене виççĕшне те тельняшкăсем парса хавхалантарнă. Унсăр пуçне волейболистсене тортсем панă. Спортсменсене пурне те вĕри апат çитернĕ.
Ăмăртусене йĕркелесе ирттернĕ чух А.Моряков предпринимателĕн спонсорла пулăшăвĕпе усă курнă. Çамрăк спортсменсем Андрей Николаевича тата шкул администрацине чĕререн тав тăваççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика