Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Эпĕ, эсĕ тата вăл – пулĕ сывă-çке çĕр-шыв!”

02 ноября 2010 г.

Çыннăн ĕçлĕхлĕ пурнăçне пур енлĕн ăнăçлă аталантарас тăк сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыни пĕлтерĕшлĕ. Çак çыннăн ĕçлес ĕмĕрне вăрăмлатать, социаллă тивĕçĕсене туллин пурнăçлама май парать. Сывă пурнăç йĕркине ачана мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарни кирлĕ. Обществăшăн, патшалăхшăн та пĕлтерĕшлĕ – çынсем тĕрĕс, сывă йĕркесене пăхăнса пурăнни. Çав тĕллевпе шкулсенче “Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн!” акци йĕркеленĕ. Ăна пирĕн шкул та хутшăнать. Çавна май харпăр хăй сывлăхне кăна мар, çывăх çыннисен сывлăхне çирĕплетес тата упрас тĕлĕшпе те. Харпăр хăй сывлăхне вара эпир шкулта физкультура урокĕсенче, тĕрлĕ спорт секцийĕсен занятийĕсене, район, республика ăмăртăвĕсене хутшăнса çирĕплететпĕр. Пирĕн шкулта волейбол, баскетбол, сĕтел çи теннис, çăмăл атлетика, футбол секцийĕсем ĕçлеççĕ, шейпинг занятийĕсем иртеççĕ. Канаш хулинчи бассейна çÿрекенсем те пур. Куллен спортпа туслă пулни ăмăртусенче ăнăçлă кĕрешме пулăшать. Ăнсăртран мар районти баскетбол ăмăртăвĕсенче пирĕн шкул хĕрĕсем 1-мĕш, яшсем 3-мĕш, сĕтел çи тенниспа, футболпа 1-мĕш вырăнсем – (республикăра 4-мĕш) йышăнчĕç. Акци вăхăтĕнче шашкăлла, волейболла, теннисла выляссипе тата çăмăл атлетикăпа ăмăртусем иртрĕç. Ăмăртусенче мала тухни çамрăк спортсменсен кăмăлне çĕклет, малалла тата пысăкрах кăтартусем тума хистет. Вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ те, пĕтĕм шкул савăнать.
Акци вăхăтĕнче тата тепĕр интереслĕ мероприяти – кĕр уявĕ йĕркелерĕмĕр. Аслă классенче вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç ăна. “Эпĕ, эсĕ тата вăл – пулĕ сывă-çке çĕр-шыв!” девизпа иртнĕ конкурссемпе дискотека чăннипех ăнăçрĕç. Уявсем, конкурссемпе ăмăртусем пĕр-пĕринпе хутшăнма, пĕр-пĕрне илтме хăнăхтараççĕ.
Шкул столовăйĕ те ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшать. Кунта пурте вĕри апат тата витаминсенчен тулăх блюдăсем çиме пултараççĕ.
Çапла вара вĕрентекенсемпе шкулта ĕçлекенсем, ачасен ашшĕ-амăшĕ, вĕренекенсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени сывлăха упрама пулăшать. Пурнăçра ку питех те кирлĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика