12 октября 2010 г.
Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Йăнтăрчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул хăйĕн 120 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак шкулта вĕреннĕ çынсене пурне те уяв кĕрекине йыхравларĕ пĕлÿ çурчĕ. Авалхи чăвашсен йăлипе хăнасене Г.П.Васильевапа С.А.Петрушков учительсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Уяв кĕрекине шкултан вĕренсе тухнисем те, учитель ветерансем те, ял-йыш та, хăнасем те чылайăн пуçтарăнчĕç. Чи малтанах пухăннисем шкул пурнăçĕпе, “Тăван ен кĕтесĕ” музейпе паллашрĕç, Н.Г.Николаева, Н.Г.Кузьмина, Г.П.Васильева ăсталăх урокĕсем ирттерчĕç.
Унтан шкул директорĕ В.И.Егоров Йăнтăрчă шкулĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, малалла ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем савăнăçлă концерт кăтартрĕç. Ачасен юрри-ташшийĕ хăнасене тыткăна илчĕ, вĕсем тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.
Шкулăн иккĕллĕ уявĕ-çке, 120 çулхи юбилейĕсĕр пуçне вăтам шкул туса хунăранпа 25 çул çитрĕ. Шупашкарти “Акконд” кондитер фабрикин генеральнăй директорĕн В.Н.Ивановăн, “Экониг-2” строительство компанийĕн пуçлăхĕн П.Н.Николаевăн, “Акконд-агро фирма” общество ертÿçин В.П.Ивановăн, гуманитари институчĕн Канашри филиалĕн директорĕн А.Ф.Карсаковăн, Р.Т.Кондратьева, З.И.Журавлева учитель-ветерансен тата ыттисен сăмахĕсене пухăннисем тимлесех итлерĕç. Хăнасем шкула тĕрлĕрен парнесемпе чысларĕç: “Акконд” фабрика – ноутбукпа медиапроектор, стена çине çакмалли сехет, А.Карсаков – тĕрлĕ тĕслĕ принтер, вĕрентÿ ĕçченĕсен районти профсоюз комитечĕ – чей сервисĕ, ялти культура çурчĕн директорĕ Ю. Н.Васильев – баскетбол çăмхисемпе сетка, Э.Ф.Федорова – электрочейник тата ытти те.
Шкул выпускникĕ, Тутар Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ С.И.Иванов ортопед-хирург, тĕрлĕ хуласенче хăйсен пĕлĕвне малалла тăсакан ачасем, уяв кĕрекине çитеймен пулин те, телеграммăпа ăшшăн саламланă.
В.Н.Иванов депутат шкул директорне В.И.Егорова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ. Тăвай район пуçлăхĕ Н.И. Иванов, вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ И.В.Семенова шкул уявĕпе саламларĕç, çамрăк ăрăва вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре палăрнă учительсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Район пуçлăхĕ шкула спорт инвентарĕ илме 10 пинлĕх сертификат пачĕ. Йăнтăрчă ял поселенийĕн пуçлăхĕ И.П.Хайдукова хисеплĕ “юбиляр” ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ, шкул библиотекине энциклопедипе пуянлатрĕ.
Савăнăçлă концерт хыççăн юбилее килнисем уяв кĕрекине вырнаçрĕç. Аса илÿ çăмхи майĕпен сÿтĕлчĕ, иртнипе хальхине танлаштарни те пулчĕ, хаваслă юрă-кĕвĕ, ташă сасси те чылайччен янраса тăчĕ.
Юбилей ирттерме пулăшнă “Шимкусский” хуçалăх ертÿçине Ю.А.Алексеева, Г.С.Сергеев предпринимателе, Тăвайри потребкоопераци ĕçченĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
“Тепре тĕл пуличчен!”– тесе кăмăллăн саланчĕç уява пухăннисем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"