12 октября 2010 г.
Кашни ачан ăс-тăн ÿсĕмĕнче, тавра курăм аталанăвĕнче, пултарулăхĕпе ăсталăхĕнче вĕрентекенĕн тÿпи питĕ пысăк. Вулама-çырма пĕлменскерсенчен инженер е тухтăр çитĕнтересси çăмăлах мар. Ĕçĕ йывăр пулсан та – пархатарлă. Тушкилте пурăнакан Раиса Васильевна Максимова çак кунсенче 60 çул тултарчĕ.
1972 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă вăл. Пĕр хушă Вăрмар районĕнчи Пысăк Енкассинчи вăтам шкулта пуçламăш классенчи ачасемпе ĕçленĕ. 1982 çултан вара пенсие тухичченех Тушкилти вăтам шкулта ачасене пĕлÿ панă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне куçăмсăр майпа пĕтернĕ.
Раиса Васильевна вĕрентнĕ ачасем яланах çирĕп пĕлÿпе тата йĕркелĕхпе палăрнă. Пуçламăш класра вĕренекенсене вăл ăсра хăвăрт хушма-кăларма тата вулама-çырма хăнăхтарнă, задачăсене тĕрлĕ майпа шутлама вĕрентнĕ. Вĕсен çыхăнуллă пуплевне аталантарассипе нумай ĕçленĕ. Ĕлкĕрсе пырайманнисемпе уроксем хыççăн та вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр тăрăшнă вĕрентекен. Раиса Васильевна ирттернĕ уçă уроксене районти вĕрентекенсем яланах пысăк хак панă. Тăрăшни сая кайман, ăна Чăваш Республикинчи халăха вĕрентес ĕç министерстви Хисеп грамоти парса чысланă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"