12 октября 2010 г.
Районта гражданла хÿтĕлев уйăхлăхĕ иртрĕ. Асăннă уйăхлăхра Тушкил шкулĕнче тĕрлĕ мероприяти пулчĕ. “Эпир хăрушсăрлăхлă тĕнчешĕн” темăпа вĕренекенсен ÿкерчĕкĕсен выставкине йĕркелерĕмĕр. 5–7 классем “Ашшĕн йăнăшĕ” статьяна тишкерсе тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ турĕç. “Ачасен прависене хÿтĕлер”, “Шанчăклă çул”, “Кухня – вылямалли вырăн мар”, “Çул тимсĕрлĕхе юратмасть”, “Асăрханăр, ачасем!”, “Кулленхи пурнăçра кирлĕ хăрушсăрлăх правилисем”, “Пирĕн таврара мĕн хăрушă пулма пултарать“ калаçусем, “Хăрушсăрлăх тата хăрушлăх”, “Çул-йĕр правилисене пĕл те хисепле” вăйăсем пурнăçра яланах тимлĕ те асăрхануллă пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕç. А.П.Данилова, В.А.Петров, Е.Н.Ильина, О. Н.Павлова, М.Ю.Игнатьева, А.С.Константинова, Л.П.Морякова, М.Т.Туйгачева, Е.В.Васильева, Л.А.Григорьева, Н.В.Морякова, С.Г.Колбасова вĕрентекенсемпе класс ертÿçисем мероприятисем интереслĕ пулччăр тесе нумай тăрăшрĕç, презентацисемпе анлă усă курчĕç.
Шкул библиотекинче кĕнекесен “Пурнăç – чи хакли” ятлă куравĕ ĕçлерĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"