12 октября 2010 г.
Çĕнĕ Ишпуç ялĕнчи пĕр çемьере 1960 çулта хĕрача кун çути курнă. Лиза ят панă ăна ашшĕпе амăшĕ. Ялти шкулта 8 класс пĕтерĕ хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытнă чиперкке. Алла ачасене вĕрентме ирĕк паракан документ илсен Амалăхри шкулта ĕçлеме пуçланă вăл, унтан тăван ялне куçнă. Шăпа хĕре Шупашкарти 142-мĕш номерлĕ ача садне те илсе çитернĕ.
Çĕнĕ Ишпуç каччипе, Владимирпа, çемье çавăрсан тăван ялĕнче пурăнма тытăннă. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ Николаевсем. Нинăпа Лена аслă пĕлÿ илнĕ, пĕрремĕшĕ Шупашкарти çăкăр заводĕнче технологра вăй хурать, тепри Тольятти хулинче пурăнать çемйипе, бухгалтерта ĕçлет. Костя ывăлĕ Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн тăван районта тăрăшать.
Елизавета Ефимовна Николаева учительницăн ĕç стажĕ 30 çултан иртнĕ. Çĕнĕ Ишпуçĕнчи шкулта 24 çул вăй хунă вăл, Чутейре – 5-мĕш çул.
“Пирĕн иккĕмĕш анне”, – тесе хисеплеççĕ ăна пĕрремĕш класра вĕренекен ачасем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"