19 октября 2010 г.
Кăçал пирĕн ялта сентябрь уйăхĕ çĕнĕ ÿсĕмсем тунипе палăрса юлчĕ. Ураскассинче ачасем валли кĕске вăхăт пулмалли ушкăн уçăлчĕ.
Пĕр ăшă кун урама тухсан, кинемей хăйĕн мăнукне çавăтса пынине асăрхарăм.
–Ăçталла çул тытатăр-ха?– ыйтрăм эпĕ.
–Садике леçетĕп, –хуравларĕ кинемей.
–Пирĕн ялта садик уçнă-и?– тĕлĕнсе ыйтрăм унран.
–Çапла, 3-4 çулхи ачасем валли. Вăл каланине ĕненмесĕр каллех ыйтатăп:
–Садикĕ ăçта вырнаçнă вара?
–Клубра, – пулчĕ кĕске хурав.
Эпĕ клуба çитсе килме шухăшларăм. Ураскассинче 84 çул пурăнатăп, садик ĕçленине астумастăп. Ватă çын калани тĕрĕсех пулчĕ, клубпа библиотека хушшинчи пÿлĕмре садик вырнаçнă. Пĕчĕкскерсем мана сывлăх сунса кĕтсе илчĕç. Ачасемпе Валентина Григорьева библиотекарь ĕçлет. “Пултаруллă, ырă кăмăллă, сăпайлă хĕрарăма сĕннĕ пĕчĕккисемпе ĕçлеме”, –шухăшлатăп хам ăшра. Валентина Михайловнана эпĕ чылайранпа пĕлетĕп. Вăл – вашават, ĕçчен, унччен воспитательре ĕçленĕ. Эпĕ чылайччен лартăм пĕчĕккисемпе пуплесе. Ачасем ÿкереççĕ, вылямаллисем тăваççĕ, сăвă калаканнисем те пур, пурте пĕрле ташласа та кăтартрĕç. Воспитатель вĕсемпе сăпайлă, пĕчĕккисем ăна юратаççĕ.
Садик уçасси çăмăл мар. Çавна шута илсе ачасен ашшĕ-амăшĕ пукансем, шкафсем, кавирсем, шифоньер, ăшăтмалли пĕчĕк кăмака илсе килсе панă. Радиоприемник те пур. Валентина Михайловна стенасене шпалер çапса илемлетнĕ. Хальлĕхе садике 14 ача çырăннă, унта вĕсем кунне 3-4 сехет пулаççĕ. “Хĕрарăмăн çĕр ĕç”, –теççĕ. Ачасене пăхакансем пулмасан ĕçлеме йывăр, çавăнпа садиксем кашни ялтах кирлĕ.
Ураскассинче ачасем валли кĕске вăхăт пулмалли ушкăн уçма ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Никифорович Ефимов, Элпуçĕнчи шкул директорĕ Лариса Анатольевна Кабакова, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Яковлевич Шакров тăрăшнă. Ураскассисем вĕсене тав тăваççĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"