Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл яланах ачасем хушшинче

26 октября 2010 г.

Вăл яланах ачасем хушшинче

Тăвайри вăтам шкулта тăхтав вăхăчĕ. Кĕçех иккĕмĕш урок пуçланмалла. 11 “б” класра вĕренекенсем пурте вырнаçса ларнă. Пĕрисем вырăс чĕлхи кĕнекине вулаççĕ, теприсем тетрадьсем çине темĕн çыраççĕ. Ахаль утса çÿрекен е калаçса ларакан çук. Ара, шкулта юлашки çул вĕренекенсен пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытмалла-çке кĕçех вырăс чĕлхипе, вăхăта усăсăр ирттермелле мар.
Шăнкăрав янăрарĕ те класа вăтам пÿллĕ учительница, Светлана Владиславовна Николаева кĕчĕ. Хĕрсемпе каччăсем ура çине тăрса кĕтсе илчĕç ăна. “Сывлăх сунатăп, ларăр. Паян эпир вĕреннĕ темăсене аса илĕпĕр, предложенин кĕçĕн членĕсем пирки калаçăпăр”, – журнал уçнă май шăплăха хускатрĕ педагог. Çапла пуçланать ĕнтĕ кашнинче пĕлÿ патне ăнтăлакан вунпĕрмĕшсемпе С.Николаева вĕрентекен хушшинчи ĕçлĕ калаçу, туслă çыхăну.
...”Эпĕ çуралсанах манăн пĕчĕк кравать умне виçĕ асамçă-хĕр пырса тăнă пуль. “Эсĕ яланах çамрăк пулатăн, мĕншĕн тесен санпа юнашар тăтăшах ачасем пулĕç”, –тенĕ ĕнтĕ пĕрремĕш. Тепри вара акă епле сăмахсем каланă: “Илеме туйма, асăрхама вĕрентнипе санăн чуну та илемлĕ пулĕ”. “Телейлĕ пулатăн, вĕренекенÿсем хăвăнтан та ирттерĕç”, –шухăшне пĕлтернĕ виççĕмĕш фея та. Çапла пĕчĕк чухнех ырă сунни пурнăçа кĕчĕ темелле ĕнтĕ”, –йăл кулса, ытарлăн пуçларĕ аса илĕвне умри çамрăк хĕрарăм.
Канаш хулинче çутă тĕнчене килнĕ Светлана. Каярахпа Моисеевсем Тăвайне пурăнма куçнă. 1982 çулта вĕренме пуçланă хĕрача ялти шкулта. Пĕрремĕш учительници В.Лабзина пулнă, пĕлĕвĕн никĕсне çирĕп тунă вăл Валентина Васильевна пулăшнипе. Шкул планети чи интересли пек туйăннă ăна, çавăнпа никам та мар, учительница пулма ĕмĕтленнĕ.
Активлăхпа палăрса тăнă хĕрача дружина совечĕн председателĕ, комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă, ÿкерме, юрлама, похода çÿреме юратнă. Тăвайри вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Вырăс чĕлхипе, литературипе пĕлÿ панă В.Терентьева пек çирĕп ыйтакан, хăйĕн ĕçне юратакан, ачасемпе уççăн калаçакан, таса чунлă учительница пулма ĕмĕтленсе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă вара. Пысăк опытлă О.Шишова, В.Лисов, Г.Краснова, А.Ермилов, Л.Медведева, И.Порфирьева педагогсен урокĕсенче вĕренме тÿр килнишĕн хăйне телейлĕ тесе шутлать.
“Студент çулĕсенче чăн-чăн юлташсем, шанчăклă тантăшсем тупрăм. Толстой, Пушкин, Чехов çыравçăсен пултарулăхĕпе хавхаланса пилĕк çул вĕрентĕм. Аслă пĕлÿллĕ специалист пулнине çирĕплетекен документ илнĕ хыççăн тăван шкулах ĕçлеме таврăнтăм”, –сăмах çăмхине малалла сÿтет учительница.
Унтанпа 13 çул хыçа юлчĕ те ĕнтĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасем хушшинче аслă пĕлÿ илнисем те пур. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ, апла пулин те çыхăнăва татмаççĕ. В.Шакров, Н.Евдокимова, А.Кириллов, В.Кириллова учитель-наставниксене ырăпа асăнать Светлана Владиславовна.
Виçĕ çул каялла хавхалануллă, пуçаруллă С.Николаевана шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шаннă.
–Ман шутпа, шкулта вĕренекенсен, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе учительсен яланах пĕрле пулмалла. Çапла кăна йывăрлăхсенчен тухма пулать, – тет ырă ĕмĕтлĕ вĕрентекен.
Аслă категориллĕ учительница тăтăшах тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Кăçал ак вăл республикăра иртнĕ “Вĕрентекен! Санăн яту умĕнче...” ятлă творчествăлла ĕçсен конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Пĕтĕм Раççейри “Професси ĕçĕнче вырăс чĕлхипе кăтартуллă усă курнăшăн” конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. “Симĕс планета” экологипе туризм форумĕ йĕркеленĕ Чăваш Енре. Унта Тăвайри вăтам шкул представителĕ С.Николаева фоторепортаж çырас енĕпе пурне те хыçала хăварнă. Раççейре те малтисен шутне кĕнĕ.
Светлана Владиславовна вĕренекенĕсем те маттур. Районти “Амăшĕн чĕри” ятлă сочиненисен конкурсĕнче кашни çулах малти вырăнсем йышăнаççĕ. Патриотла темăпа сăвăсем çырассипе те республикăри конкурсра çуллен çĕнтерÿçĕсен йышĕнче унăн вĕренекенĕсем. Районти олимпиадăсемпе наука конференцийĕсенче палăраççĕ тата. Республикăри “Excelsior” фестивальте тăтăшах çирĕп пĕлÿ кăтартаççĕ ачасем. ЧР вĕренÿ учрежденийĕсенчи 9–11 классем хушшинче “Пуласлăх вĕрентекенĕ” ятлă сочинени çырса Тăвайри вăтам шкула пĕлÿ пухма çÿрекен çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Чи пахи – С.Николаевана яланах ачасем хушшинче курма пулать. Вăхăтне шеллемест вăл, вĕренекенсене вырăс чĕлхипе, литературипе çирĕп пĕлÿ парассишĕн хавхаланса ĕçлет.
Мăшăрĕ, Владимир Васильевич, РФ Пенси фончĕн Тăвайри управленийĕнче тăрăшать. Аслă пĕлÿллĕ специалист компьютер оборудованийĕсене пăхса тăрать. Николаевсем ывăл çитĕнтереççĕ, пĕчĕк Ванюк Тăвайри вăтам шкула çÿрет.
Сăмах май каласан, С.Николаева – педагогика ĕçĕн династине малалла тăсакан. Упăшкин амăшĕ, М.Николаева, “ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ, район центрĕнчи шкулта 1979 çултанпа математика вĕрентет. Ашшĕ те, Владислав Моисеев, нумай çул шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурса пенсие тухнă хыççăн 24 çул вĕрентÿ системинче тимлет.
Хальхи вăхăтра Светлана Владиславовна шкул директорĕн тивĕçĕсене туса пырать. Нумаях пулмасть ăна Тăвай ял поселенийĕн депутатне суйларĕ ял-йыш.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика