29 октября 2010 г.
Чутейри вăтам шкулта тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. “Тăван чĕлхе илемĕ” ятлине çÿретпĕр эпир. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Михайлова ертсе пырать ăна.
–Ачасем, юлашки кунсенче йывăçсен çулçисем чылай тăкăнчĕç. Халь вăрманта питĕ илемлĕ ĕнтĕ. Кайса куратпăр-и?–сĕнчĕ вăл пĕррехинче. Эпир хаваспах килĕшрĕмĕр. Çывăхри вăрмана çул тытрăмăр. Чăнах та, еплерех илемлĕ кунти тавралăх?! Сарă, хăмăр, хĕрлĕ тĕслĕ çулçăсен кавирĕ ура айĕнче чăштăртатать. Кĕрхи вăрман илемлĕ пирĕн кăмăл-туйăма çĕклерĕ. Эпир асăнмалăх пĕрле сăн ÿкерттертĕмĕр, çулçăсене çÿлелле ывăта-ывăта вылярăмăр, гербари тума пухрăмăр. Пире экскурси питĕ килĕшрĕ. Хаваслă кăмăлпа таврăнтăмăр киле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"