Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыр та – пĕлсе çыр

07 сентября 2010 г.

Шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Пĕлÿ карапĕ вăрăм та интереслĕ çул-çÿреве тухрĕ. Нумай кăсăкли, усăлли, савăнса тĕлĕнмелли тĕл пулĕ ун çулĕ çинче. Йывăрлăхсемсĕр, кулянмалли-пăшăрханмаллисемсĕр те пулмĕ вăл. Çапах шанас килет, аптăраса ÿксе пуçĕсене усмĕç хăюллă та хастар, маттур та пултаруллă çамрăксем.
Тăххăрмĕшсемпе вунпĕрмĕшсем вара пушшех те яваплăха туйса туртăнĕç пĕлÿ тĕнчине. Ара, вĕсен экзаменсем тытмалла пулать-çке вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне (ППЭ) тата муниципаллă пĕрлехи экзамена (МПЭ). Малтанхине 11-мĕшсем, иккĕмĕшне тăххăрмĕшсем тытĕç. ППЭ вырăс чĕлхипе тата математикăпа, МПЭ чăваш тата вырăс чĕлхисемпе, математикăпа пулĕ, паллах, улшăнусем те пулма пултарĕç. Сăмах экзаменсем çинчен пулчĕ те, кăштах иртнĕ вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче тăххăрмĕшсем тытнă МПЭ пĕтĕмлетĕвĕсем асăма килчĕç.
Вĕренекенсен ĕçĕсене ятарлă комисси пăхса тишкерчĕ. Изложени, пысăках мар сочинени çырмаллаччĕ, тест ыйтăвĕсем çине хуравламаллаччĕ ачасен. Чылайăшĕ аванах пурнăçланă хушнă ĕçсене. Изложени текстне туллин çырса кăтартнă. Сочинени темисене те тĕслĕхсемпе усă курса, хăйсен шухăшĕсене палăртса, илемлĕ чĕлхепе уçса пама тăрăшнă. Паллах ĕнтĕ, унашкал ĕçсене пысăк балпа хакларĕç комисси членĕсем. Чăваш чĕлхи учителĕсем ачасене экзамена тăрăшсах хатĕрлени, вĕренекенсене тарăн пĕлÿ парас тесе çине тăрса ĕçлени савăнтарчĕ. Çапах та, кирек мĕнле хир те çум курăксăр пулмасть тенĕ пек, ачасен ĕçĕсенче чĕлхе, орфографи, грамматика, пунктуаци йăнăшĕсем самаях йышлă пулни пăшăрхантарчĕ. Хальччен уроксенче çĕр хутран кая мар çырнă е вулав кĕнекисенче çавăн чухлех тĕл пулнă сăмахсенех тĕрĕс мар çырни уйрăмах кăмăла хуçать. Ун пеккисене вун-вун тĕслĕх илсе кăтартма пулать: чĕнеть, кильмест, кильте, енеле, патăрăн, нихăçанта, хепертесе, чĕчек... Чылайăшĕ чарăну паллисем лартма вĕренсе çитеймен. Чĕнÿ сăмăхĕсене, пĕр йышши членсене запятойсемпе уйăрма, диалогсене, тÿрĕ пуплевлĕ предложенисене кавычкăна илме, тире лартма пĕлменни курăнать. Шухăшламасăр çырса хунă хăш-пĕр предложенисене вуласан вара кулмасăр чăтаймăн та: “Вăрçă вăхăтĕнче мĕн чухлĕ çыравçă пăшалпа пĕрле алла кăранташ тытса çапăçнă”. “Вилсе, аманса пĕтнĕ нимĕç ачисем икĕ аллисене сарса месерле выртаççĕ”, “Эпĕ кухна урапи патне вĕçсе кайрăм”, “Вăрçă вăл çитĕнменнине кăна мар, ача-пăчана та нуша кăларать”, “Максим Данилов “Чалтун” ятлă калав çырнă”.
Çапла, çыр та – пĕлсе çыр, теççĕ кун пек чухне. Чăваш кĕнекисене, хаçачĕ-журналĕсене ытларах вуласчĕ ачасен. Уроксенче тимлĕрех пуласчĕ, тăрăшарах вĕренесчĕ тăван чĕлхемĕре. Атте-анне чĕлхи-çке-ха вăл – чăваш чĕлхи. Ăна япăх пĕлни намăс, никама та чыс тумасть. Сăмахăма вара чăваш халăх поэчĕн В.И.Давыдов-Анатрин сăввинчи йĕркесемпе вĕçлем:
“Савар, мухтар чĕлхемĕре,
Ăна усрар чыс-хисепре.
Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,
Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ”.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика