10 сентября 2010 г.
Августăн 12-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 1-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ачасен “Орленок” центрĕнче (Краснодар крайĕ) çĕр-шыври ача-пăча пултарулăхĕн “Ачалăх адресĕ – Раççей” фестиваль иртрĕ. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен фестивале 550 ача хутшăнчĕ. Пушкăртран, Мордваран, Кабарда–Балкарирен, Карелирен, Алтай тăрăхĕнчен, Çурçĕр Осетирен, Ханты–Манси округĕнчен... Чăваш Ен чысне вара ачасен пултарулăхне аталантаракан Тăвайри центрăн музыка уйрăмĕнче вĕренекен Елена Поликарпова хÿтĕлерĕ. Лена Тăвайри вăтам шкулăн 8-мĕш класĕнче (кадетсен класĕ) вĕренет. Музыкăпа 1-мĕш класранах кăсăкланать, эстрада вокалĕн класĕнче вĕренет, тĕрлĕ конкурссене – республикăри, Пĕтĕм Раççейри – хутшăнса лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Вăл хăех сăвăсем çырать, вĕсене юрра хывать. Пултаруллă хĕрачана кăçал “Орленок” лагерьте канма путевка уйăрса пачĕç, фестивале хутшăнма чĕнчĕç. Лена унта ăнăçлă хутшăнчĕ, “Эстрада юррисене пурнăçласси” номинацире “Ирхи юрă” юрра чăвашла юрласа III вырăн йышăнма пултарчĕ.
Фестиваль çÿллĕ шайра иртрĕ. Программа тĕрлĕ номинацисенчен тăчĕ: “Вокал ансамблĕсемпе солистсем”, оркестрсем, халăх инструменчĕсен ансамблĕсем, вĕрсе каламалли инструментсен ансамблĕсем, симфони оркестрĕ, эстрадăри джаз, хореографи ăсталăхĕ т.ыт.те.
Фестивале хутшăннипе пĕрлех ачасем тĕрлĕ конкурссенче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, экскурсисене кайса килчĕç, Хура тинĕс тăрăх ярăнчĕç, интереслĕ те паллă çынсемпе тĕл пулчĕç – артистсемпе, композиторсемпе. Вĕсен хушшинче Геннадий Гладкова, Сергей Проханова, Никита Михалкова, Алексей Лысенкова асăнма пулать. Çавăн пекех балсене, культура программисене хутшăннă.
Ку сменăри мероприятисем ытларах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тата “Орленок” центра туса хунăранпа 50 çул тултарнипе çыхăннă.
“Ачалăх адресĕ – Раççей” фестиваль чунра нумай ырă аса илÿ хăварчĕ, нумай-нумай ачана çĕнĕ туссем тупма пулăшрĕ. Унта хутшăнма майсем тупса панăшăн эпир район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайне, ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центра чĕререн тав сăмахĕ калатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"