10 сентября 2010 г.
Тушкилти вăтам шкулта 30-40 çул хушши вăй хунă вĕрентекенсем чылай. Вĕсенчен пĕри – РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Василий Ефимович Ефимов. Вăл Шупашкар районĕнчи Анат Кинер ялĕнче 1940 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ Ленинграда фашистсенчен хÿтĕлесе пуçне хунă. Амăшĕ вара виçĕ ачапа тăрса юлнă. Василий Ефимович çемьере чи кĕçĕнни пулнă.
Пулас вĕрентекен 1947-1958 çулсенче Анат Кинерти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Ун хыççăн “11 лет Чувашии” хуçалăхра тăрăшнă, колхоз правленийĕн членĕ те пулнă. Малалла вĕренес туртăм пысăк пулнă унăн. Çапла вара В.Ефимов 1960 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи историпе филологи факультечĕн студенчĕ пулса тăнă. 1965 çултан Тушкилти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури урокĕсене ертсе пыма тытăннă. 42 çул хушшинче директорăн вĕрентÿпе воспитани çумĕнче, класс тата шкул тулашĕнчи ĕçсене йĕркелесе пыраканра ырми-канми ĕçленĕ.
Вырăс чĕлхипе литератури урокĕсенче Василий Ефимович ачасене илемлĕ те палăртуллă вулама, сăмахсене тĕрĕс çырма, хайлавсене харпăр хăй тунă план тăрăх, туллин е кĕскен каласа пама хăнăхтарнă, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисемпе те нумай ĕçленĕ. Лекци-уроксем час-часах ирттернĕ. Дидактика материалĕсемпе ăнăçлă усă курнă, хăй вĕрентекен предметăн методикине лайăх пĕлнĕ. Ачасене Тăван çĕр-шыва юратма, сăпайлă та тÿрĕ кăмăллă пулма хăнăхтарнă, олимпиадăсемпе викторинăсене, тĕрлĕ ăмăртусене тĕплĕн хатĕрленĕ. Шкулта “Радиолюбитель” кружок та йĕркеленĕ. Занятисене вĕренекенсем хаваспах çÿренĕ.
Василий Ефимович çуллахи каникулсенче тĕрлĕ çулсенчи ачасен отрядне йĕркелесе вĕсен ĕçне ертсе пынă. Асăннă отрядсем ялти ватăсене пулăшнă, эмел курăкĕ, тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пухнă. Пултаруллă йĕркелÿçĕ пионер тата комсомол организацийĕсен харсăр членĕсемпе час-часах семинарсем, консультацисем ирттернĕ. В.Ефимов тăрăшнипе шкулта Çар Мухтавĕн пÿлĕмне уçнă. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем валли диктантпа изложени тексчĕсен пуххине, 9-11 классенче вырăс литературипе ирттермелли уроксен планĕсене хатĕрлесе уйрăм брошюрăпа пичетленĕ вăл. “Манăн Тăван çĕр-шыв – СССР” экспедицие йĕркелекенĕ те Василий Ефимович. Экспедици материалĕсем тăрăх вĕренекенсем пирвайхи пионерсемпе комсомолецсем çинчен альбомсем хатĕрленĕ, тĕл пулу каçĕсем ирттернĕ, классенче стендсем тунă.
Патшалăх тивĕçлипе хакланă унăн ĕçне, “РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ” ят парса чысланă.
Пенсие тухсан та чылай çул Тушкилти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вăл пĕлÿ панисем юратнă вĕрентекенне яланах ырăпа аса илеççĕ, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшнăшăн чунтанах тав тăваççĕ.
Эпир те В.Е.Ефимов вĕрентекене çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăватпа вашаватлăх сунатпăр. Чир-чĕр нихăçан та ан çулăхтăр Сире. Кун-çулăр тÿпинчи сар хĕвел яланах ăшшăн çупăрлатăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"