21 сентября 2010 г.
Кашни ир Чутей шкулĕ еннелле васкаса утаççĕ иккĕн. Пĕри – Людмила Сергеевна Белова, вăл асăннă шкулта 1995 çултанпа ĕçлет. Людмила Сергеевна – 4-мĕш разрядлă повар. Людмила Васильевна Антонова çиччĕмĕш çул вăй хурать çак коллективра. Вăл 3-мĕш разрядпа ĕçлет. Иккĕшĕ те вашават, кăмăллă ытти çĕртен килекене те ырă сунса кĕтсе илеççĕ. Кунсерен тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерессишĕн тăрăшаççĕ хĕрсем. Поварсемпе пĕрле шкулти медсестра Рената Григорьевна Гаврилова (вăлах апат пахалăхне тĕрĕслесе çиме ирĕк парать) кулленхи менюна тĕрлĕ блюдо кĕртет. Пахча-çимĕçрен хатĕрленĕ салат, винегрет, улма-çырларан вĕретнĕ компот, вĕри яшка, иккĕмĕш блюдо та кунсеренех улшăнса тăрать. Какай, котлет, ăшаланă е пĕçернĕ кăлпасси, пулă хатĕрлеççĕ. Кунта шкул ачисемсĕр пуçне ытти çĕрте ĕçлекенсем те кĕрсе апатланаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн поварсене: “Питĕ тутлă çитереççĕ, мĕнле кăна ĕлкĕреççĕ, маттур та правур хĕрсем”, – теççĕ тав туса. “Апат çитересси – питĕ пархатарлă ĕç. Ăна валеçсе панипе пĕрле апат хакне те каласа, шутласа пыма тивет, ун пек чухне вара çамка, çурăм тăрăх тар чупать, лачкам шыва ÿкетпĕр”, – теççĕ хĕрсем кулкаласа. Ку чăнах та çапла.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче те алă усса ларман пирĕн поварсем. Столовăй пÿлĕмне тап-таса та çап-çутă тăвассишĕн ырми-канми вăй хунă, стенисене, маччине шуратнă, пуканĕсене сăрласа илемлетнĕ.
Шкул столовăйне кăçал çĕнĕ оборудованисем илсе килсе лартрĕç. Ачасем валли ирхи апат та, кăнтăрлахи те вĕри тăрать. Пĕрремĕш урока кĕричченех çăмăл апат хатĕр поварсен. Хăш-пĕри ирхине килтен çимесĕр тухать-çке.
Апат-çимĕçпе тивĕçтерекен, кунсерен шкула пĕрремĕш килекен Ишпуç ялĕнчи Николай Епифанович Журавлев ĕçне те хаклатпăр эпир. Хăйĕн ĕçне лайăх пурнăçласа пырать. Вăл çуллахи вăхăтра поварсемпе пĕрле пахча-çимĕç туса илессишĕн тăрăшнине палăртмалла.
“Малашне те çапла тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерсе çитерме Турă сывлăх патăрччĕ, ĕмĕрĕр вăрăм пултăрччĕ сирĕн”, – тетпĕр эпир.
Источник: "Ял ĕçченĕ"