Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти шкул çитĕнÿсем тăвать

01 октября 2010 г.

Ялти шкул çитĕнÿсем тăвать

Вăхăт шăвать. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Кĕçех Йăнтăрчă ялĕнче шкул ĕçлеме пуçланăранпа 120 çул çитет. Вĕренÿ керменĕшĕн сулмаклă вăхăт ку, çĕршер вĕренекен ăс-тăн пухнă унта, пурнăç çулне суйланă, вуншар вĕрентекен ĕмĕр ĕмĕрленĕ.
Йăнтăрчăри вĕренÿ çурчĕ базăллă шкул шутланать. Паянхи куна унта 16 учитель ĕçлет. Шкул ертÿçи – Валерий Иванович Егоров аслă категориллĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. 32-мĕш çул тăрăшать çак пархатарлă ĕçре, коллектива çĕнĕлле ĕçлеме вĕрентет, кирлĕ сĕнÿ-канаш парать.
2006–2010 вĕренÿ çулĕсенче кивелсе çĕрĕшнĕ чÿречесене, алăксене, шыв пăрăхĕсене улăштарнă, медицина кабинечĕ уçнă, физика, хими, кĕçĕн класс кабинечĕсене ăшă шывпа тивĕçтернĕ, информатика пÿлĕмне юсаса çĕнетнĕ, классенче софит вырнаçтарнă. Шкул библиотеки çулсеренех энциклопедисемпе, сăмахсарсемпе, вĕренÿ, методика кĕнекисемпе, илемлĕ литературăпа пуянланать. Паянхи куна библиотекăн тĕп фончĕ 11780 кĕнекепе танлашать.
Шкул коллективĕн тĕп тĕллевĕ – çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парасси, ачасен вĕренес туртăмне ÿстересси, тавракурăмне аталантарасси, Тăван çĕр-шыва юратма, аслисене хисеплеме, çут çанталăка упрама, ĕç çине çĕнĕлле пăхма, пурнăçра кирлĕ çын пулма вĕрентесси. Йăнтăрчă шкулĕнче кăмăлĕпе ырă, чунĕпе таса, ĕçĕпе маттур вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Вĕсем ачасене ăнланма, кирлĕ чухне пулăшма, ăшă сăмах тупма пултараççĕ. Ачасен уйрăмлăхне, хăйевĕрлĕхне сыхласа хăварас, малалла аталантарас тесе тимлеççĕ. Вĕренекенсен шухăш-ĕмĕтне мала хураççĕ, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем шыраççĕ, ачасен шанăçне тÿрре кăларма ĕмĕтленеççĕ. Вĕрентекенĕн кашни урокĕ шкул ачисенче ыркăмăллăх, ăш-пиллĕх çуратать, чуна çĕклет, вăй-хал парать.
Шкулта аслă пĕлÿллĕ педагогсем ĕçлеççĕ. В.И. Егоров, Н.С.Егорова, Л.П. Егорова, Г.П.Васильева, Н.Г.Николаева – аслă категориллĕ, И.И.Егорова, С.А.Петрушков, А.С.Степанова, Н.П.Степанов, Т.Г.Федорова 1-мĕш категориллĕ вĕрентекенсем. Тăватă учитель “Раççей Федерацинчи пĕтĕмĕшле вĕрентÿн хисеплĕ работникĕ” знака тивĕçнĕ. Иккĕшне “Вĕрентÿ отличникĕ” паллăпа чыс тунă. Тăватă вĕрентекене Раççей Федерацин вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотипе хавхалантарнă. Икĕ учитель Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Грантне илнĕ.
Вĕрентекенсем ĕç çине çĕнĕлле пăхаççĕ, пурнăç таппинчен юлмаççĕ. Вĕрентÿпе воспитани ĕçне çĕнĕ технологисемпе, тĕрлĕ мелсемпе усă курса йĕркелеççĕ. Ачасене компьютерпа презентацисем хатĕрлеме, проектсем çырма, кирлĕ информаци шыраса тупма, унпа пĕлсе усă курма вĕрентеççĕ. Уçă уроксем, мастер-классем йĕркелеççĕ учительсем, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Н.С.Егорова, Л.П.Егорова, Г.П.Васильева, Н.Г.Николаева, А.С.Степанова, Н.Г.Кузьмина район, республика шайĕнче ирттерекен уçă уроксем çамрăк вĕрентекенсемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Хăйсен пултарулăхне вĕрентекенсем конкурссенче туптаççĕ, малти вырăнсем йышăнаççĕ. И.И.Егоровапа Т.Г.Федорован ачасен çуллахи канăвĕ çинчен çырнă проекчĕ районта 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Н.Г.Кузьмина “Пултаруллă класс ертÿçи” конкурсра 3-мĕш вырăна тухрĕ. Н.С. Егоровапа А.С.Степанова – район шайĕнче иртнĕ физика, математика, информатика урокĕсен фестивалĕн çĕнтерÿçисем. Анна Спиридоновна район чысне республикăра хÿтĕлерĕ. “Оптимизм и преданность детям” уйрăмра палăрчĕ. Г.П.Васильева, Н.Г.Николаева Канаш, Вăрмар, Тăвай районĕсенчи шкулсенче ĕçлекен учительсем хушшинче йĕркеленĕ “Инновации в образовании” ăмăртура çĕнтерÿçĕсем пулчĕç, фестиваль лауреачĕ ята тивĕçрĕç. Галина Петровна республикăра ирттернĕ фантастикăлла жанрпа çырнă сăвăсен, Çеçпĕл Мишши 100 çул тултарнине халалланă конкурссенче çĕнтернĕ. Районти “Пултаруллă класс ертÿçи” ятлинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ Н.Г.Николаева, 2007 çулта республикăри вĕрентекенсемпе тупăшрĕ, пултарулăхĕпе палăрчĕ. Районта, республикăра пулнă “Методическая ярмарка” ăмăртура çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Унăн “Формула здоровья” конкурса тăратнă ĕçне пысăк хак пачĕç.
Шкул вĕрентекенĕсем район хаçачĕпе туслă. И.И.Егорова, Л.П.Егорова, Н.С.Егорова, Г.П.Васильева, О.А.Кириллова статйисем “Ял ĕçченĕнче” кун çути кураççĕ. Надежда Генриховна “Игровые технологии на уроках русского языка”, “Современные педагогические технологии”, “Развитие творческих способностей учащихся на уроках русского языка и литературы” тĕпчев ĕçĕсем кĕнекере пичетленнĕ. Галина Петровнан ĕçĕсем “Халăх шкулĕ” журналта кун çути кураççĕ.
Учительсем – электив, кружок, факультатив программисен авторĕсем. Электив курсĕсем вĕренекенсене кăмăла килекен професси суйлама, пурнăçра тĕл пулакан тĕрлĕ ыйту çине хурав пама вĕрентеççĕ. Кружок ачасен тавракурăмне аталантарать, пултарулăхне ÿстерет, вĕренÿ çине çĕнĕлле пăхма вĕрентет.
2002 çулта шкулта социаллă педагог штатне уçрĕç. Ун тивĕçне Вера Николаевна Яковлева вĕрентекен пурнăçлать. Вăл – ачасен çывăх тусĕ, вĕсене канаш параканĕ, йывăр вăхăтра пулăшаканĕ.
Ачасен йышĕ юлашки çулсенче чакса пырать. Çакă, паллах, вĕрентекенсене пăшăрхантарать. Вĕрентÿ пахалăхĕ çулсерен ÿсет. 2005–2010 çулсенчи пĕтĕмлетÿсем тăрăх вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕçлекен ачасен шучĕ 100 процентпа танлашать. 2005–2006 вĕренÿ çулĕнче шкулта 220 ача вĕреннĕ, вĕсенчен 13-шĕ (6, 8 проц.) отличник, 56-шĕ (29, 5 проц.) ударник. 2006–2007 вĕренÿ çулĕнче пĕлÿ пухнă 193 ачаран 72-шĕн (43, 8 проц.) дневникĕнче “5” тата “4” паллăсем кăна. 2008–2009 вĕренÿ çулĕнче вара 163 ачаран 45, 1 проц.ент лайăх вĕреннĕ.
Юлашки пилĕк çул хушшинче вăтам шкула икĕ вĕренекен ылтăн, пĕр вĕренекен кĕмĕл медальпе вĕçленĕ.
11-мĕш класран вĕренсе тухакан ачасем ППЭ формипе, 9-мĕш класран вĕренсе тухакансем ПМЭ формипе экзаменсем тытаççĕ, аслă шкулсене, техникумсемпе училищĕсене вĕренме кĕреççĕ. Шупашкар, Мускав хулисенче пĕлÿ пухаççĕ.
Районта, республикăра иртекен олимпиадăсене хутшăнаççĕ вĕренекенсем, çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ. 2009–2010 вĕренÿ çулĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕ Г.П.Васильева тăватă (Алена Андреева, Лидия Конова, Екатерина Михайлова, Ольга Романова), историпе право учителĕ Н.Г.Кузьмина (Лидия Конова – 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсем), физкультура учителĕ Н.П.Степанов (Лилия Борисова, Сергей Федоров) икшер çĕнтерÿçĕ хатĕрленĕ. Кĕçĕн класс ачисем те маттур, Л.П.Егорова, И.И.Егорова, Т.Г.Федорова вĕренекенĕсем (Мария Григорьева, Татьяна Петрушкова, Валерия Князева, Алексей Александров) – районта иртекен интеллектуаллă вăйă çĕнтерÿçисем.
Алена Андреева, Ксения Григорьева, Мария Григорьева, Александр Гурьев, Татьяна Иванова, Татьяна Ильина, Лидия Конова, Екатерина Михайлова, Татьяна Петрушкова, Екатерина Семенова, Кристина Степанова, Мария Федорова, Ирина Яковлева район, республика, Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнаççĕ, ĕçĕсем пысăк хака тивĕçеççĕ.
Вĕренекенсем спортпа туслă. Вĕсене хавхалантарса пыраканĕ – физкультура учителĕ Н.П.Степанов. 2009–2010 вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш çур çулĕнче пултаруллă вĕрентекенĕн вĕренекенĕсем районта, республикăра йĕркеленĕ ăмăртусенче малти вырăнсене тухнă. Лилия Борисова, Денис Воробьев, Марина Германова, Эллаида Данилова, Руслан Денисов, Диана Иванова, Александр Краснов, Вера Матвеева, Александр Михайлов, Роберт Миронов, Людмила Николаева, Сергей Федоров вĕренекенсем спортра пысăк çитĕнÿсем тунă.
Уроксем хыççăн шкулта тĕрлĕ мероприяти иртет. Ачасен сывлăхне упрас, çирĕплетес енĕпе ĕçлеççĕ, калаçусем, тĕл пулусем, спорт вăййисем йĕркелеççĕ. Кашни çулах “Кĕрхи бал”, “Атьăр-ха, хĕрсем”, “Атьăр-ха, яшсем”, КВН тата ытти вăйăсем иртеççĕ. Тĕрлĕ темăпа ятарлă кун, эрне, уйăхлăх ирттересси йăлана кĕнĕ.
Шкулта вĕренекенсен Аслă канашĕ ĕçлет. Вĕсен ĕçне йĕркелесе пыраканĕ – шкул вожатăйĕ О.А.Кириллова. Оксана Алексеевна – çамрăк учитель, хими урокĕсем ирттерет, мал курăмлă, пултаруллă специалист. Аслă канашра ачасем тĕрлĕ ыйту пăхса тухаççĕ, кирлĕ йышăну тăваççĕ.
Кăçал Йăнтăрчăри вĕренÿ çуртне вăтам шкул туса хунăранпа 25 çул çитрĕ. Çак тапхăрта шкултан 486 ача вĕренсе тухнă, пурнăç çулĕ çине тăнă. Вĕсенчен 18-шĕ вăтам шкула медальпе вĕçленĕ, 126-шĕ Мухтав хутне тивĕçнĕ.
Учительсен коллективĕ вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсемпе тĕл пулусем, канашлусем, калаçусем ирттерет, уçă уроксене йыхравлать, тĕрлĕ ыйтусем çине хурав парать, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма, пĕр-пĕрне ăнланма пулăшать.
Вĕрентекенсем шкул ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ парас, ăс-тăнне ÿстерес, пĕлÿ илме хавхалантарас, сывлăхне упрас, канăвне тĕрĕс йĕркелес тесе тăрăшаççĕ. Тăван халăхăн йăли-йĕркисене тĕпе хурса пурăнма, вĕсене аталантарма хăнăхтараççĕ. Вĕренекенсен патриотла туйăмне аталантарас, мăн асаттесен пурнăçне, несĕл пуянлăхне тĕпчес, тăван ен историйĕпе тĕплĕнрех паллашас ĕçре шкул музейĕ пулăшать. Вăл экспонатсемпе пуян. Пухмачри тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсемпе паллашма пулать. Шкул ачисем, учительсем, ял çыннисем музее пырсах тăраççĕ, тĕрлĕ экспонат парнелеççĕ, канаш-сĕнÿ параççĕ. Иртнине асра тытсан, паянхине шута хурсан, шанас килет, пуласлăх ырă та пуян пулĕ.
Йăнтăрчă шкулĕнче ĕçленĕ, вĕренсе тухнă юлташсене юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртекен уява чĕнетпĕр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика