05 октября 2010 г.
Чутейри вăтам шкулта та уявларĕç ваттисен кунне. Пĕр сехет тĕлне хаваспах пухăнчĕç аслă ăрури çынсем.
Районтан килнисем – А.Г. Титовапа В.В.Чайкин пухăннисене чи малтан саламларĕç, пурнăçра ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç. Çавăн пекех Чутейри вăтам шкул директорĕ Н.В.Большов, ялти ветерансен совечĕн председателĕ В.В.Юркина пухăннисене ăшă сăмахсемпе савăнтарчĕç вĕсене.
Н.Походкинпа С.Иванова ертсе пынипе А.Андреева, С.Михайлова, А.Чайкина (9 кл.) “Песня друзей” ятлă юрăпа паллаштарчĕç. Л.Шоркина, Т.Походкина, Н.Белкова (6 кл.) юрланă “Кукаçипе куками” юрра та питĕ кăмăлларĕç ватăсем. Кĕçĕн классен “Асанне хурĕсем” юрă хыççăн ларакансем тăвăллăн алă çупрĕç. “Çырлара” ятлине вара С.Петрова (3 кл.) тутарла шăрантарчĕ. Н.Белкова, Т.Ефимова, О.Титова инсценировкăсенче аван вылярĕç. Е.Васильева, О.Цырульникова, Е.Яклашкина, Н.Белкова, Л.Шоркина вĕренекенсем сăвăсем вуларĕç.
Аслисем те çамрăксенчен юлмарĕç. “Ан хумхан çăкалăх” ятлă юрра пĕрле юрларĕç. Çакнашкал савăнăçлă уяв яланлăха вĕсен асĕнче юлĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"